Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Унӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус (ЧХЧЭФ)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Шурӑ ҫын

Николай Иванович Ашмарин – тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ. Хӑй вӑл вырӑс. Хушамачӗ ҫармӑсла: ош «шурӑ», марий «ар ҫын». Пурнӑҫне чӑваш чӗлхине халалланӑ.
Пирӗн чӗлхе пӗлӗвӗ Ашмаринпа пуян.

Черетлӗ Николай Иванович

Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнче нумай Николай Иванович ӗҫленӗ.
Николай Иванович Золотницкий (1829–1880) – малтанхи чӑваш букварьне хатӗрлекенӗ, чӑваш календарьне кӑлараканӗ, халӗ те пӗлтерӗшне ҫухатман нумай тӗпчев авторӗ.
Николай Иванович Ильминский (1822–1891) – тухӑҫ халӑхӗсене тӑван чӗлхипе вӗрентессине йӗркелекенӗ, И.Я. Яковлева ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне тума пулӑшаканӗ.
Николай Иванович Ашмарин (1870–1933) – СССР ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн классикӗ, вун ҫичӗ кӗнекерен тӑракан «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» ҫыраканӗ.
Николай Иванович Егоров (1949) – филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, чӑваш чӗлхин историне тӗпчекенӗ.
Николай Иванович…

«Иккӗленекен» ят

Хайкки Паасонен чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ тишкернӗ финн тӗпчевҫи. Унӑн ӗҫӗсемпе паллашнӑ май тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: эпир хамӑр та тӑван чӗлхемӗре ҫавӑн чухлӗ пӗлейместпӗр пуль.
Анчах Паасонен ятне пирӗн ялан тенӗ пек тӳрлетсе вулама тивет. Мӗншӗн тесен вӑл Хайкки мар, Хейкки.
Ҫак пӑтӑрмах сӑлтавӗ ансат. Тӗпчевҫӗ мӗн пур кӗнекине тенӗ пек ун чухнехи йӑлана тӗпе хурса нимӗҫле ҫырнӑ. Нимӗҫсем ei сас палли ҫыхӑнӑвне ай тесе вулаҫҫӗ: Zeitung – цайтунг, weiter – вайтӑ... Фин-сем ei сас палли юнашарлӑхне эй тесех калаҫҫӗ: oikein – ойкейн, seit-semän – сейтсемян... Хуплашки ҫине пӑхсан 1949-мӗш ҫулта Хель-синкире кун ҫути курнӑ «Gebräuche und Volksdichtung der Tschuwassen» нимӗҫле кӗнеке авторӗ – Heikki Paasonen. Ҫапла майпа Heikki Хайкки пулса тухнӑ та.
Хейкки вӑл, Хейкки. Хейкки Паасонен, пӗр ӳстермесӗр каласан – чӑваш халӑхӗн тусӗ.

Чӑн-чӑн чӑваш юманӗ

Василий Георгиевич Егоров – мухтавлӑ чӗлхеҫӗ, чӑн-чӑн чӑваш юманӗ. Унӑн кашни кӗнеки ӑслӑлӑхра ҫӗнӗ сӑмах пулса тухнӑ: «Халь-хи чӑваш литература чӗлхи», «Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ», ытти сӑмах кӗнеки…
…Василий Георгиевичӑн черетлӗ юбилейне ирттерме Шупашка-ра ҫӗр-шывӗпех паллӑ ҫынсем пуҫтараннӑ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри юбиляра ӑшӑ сӑмахпа саламланӑ. Пӗр ҫамрӑк тӗпчевҫӗ чӑвашла хатӗрленӗ саламне вырӑсла калас тенӗ: «Уважаемый Василий Геор-гиевич, Вы настоящий чувашский дуб!..» Залра ларакан халӑх антӑхса кулма пуҫланӑ тет.
Юманпа танлаштарни пирӗн халӑхра – ырӑ танлаштару: юман пек пул. Вырӑс куҫӗпе пӑхсан – кӳренчӗк хаклав: глупый, как дуб.
Ҫамрӑк тӗпчевҫӗн саламне чӑвашлах каламалла пулнӑ-тӑр: «Хисеплӗ Василий Георгиевич, Эсир чӑн-чӑн чӑваш юманӗ!..»

Чи тухӑҫлӑ хушамат

Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнче чи тухӑҫлӑ хушамат Иванов, Петров, Сидоров мар – Андреев. Наум Андреевич Андреев лексиколог, Иван Андреевич Андреев синтаксист, Василий Алексеевич Андреев морфолог, Евдокия Александровна Андреева, Валерий Васильевич Андреев дериватологсем…
Чӗлхе пӗлӗвӗн ансӑр хутлӑхӗнче Андреев нумай пулни хушамачӗн асамлӑхӗпе ҫыхӑнман паллах. Ӑнсӑртлӑх, хитре ӑнсӑртлӑх.

Турккӑ – хисеплӗ ят

Чӑвашра турккӑлла пӗлекен-тӑвакан сахалах мар. Ҫапах вӗсенчен нихӑшне те Турккӑ тесе чӗнмеҫҫӗ. Ҫак хисеплӗ ята пӗртен-пӗр Василий Алексеевич Андреев тӗпчевҫӗ кӑна тивӗҫнӗ. Хай вӑл ытларах чӑваш сӑмахне кӑмӑлланӑ. «Иккӗмӗш черккене чӑваш чӗлхишӗн ӗҫӗпӗр. Ман тӑван халӑхӑн ҫакӑн пек йӑла пур», – кашни ӗҫкӗрех (Шупашкарта-и, Ленинградра-и, Ӑстамбулта-и – пур пӗр) ҫапла пӗлтернӗ Турккӑ. Турккӑ сӑмахне илтсен пурте тӗлӗннӗ: «О-о-о, эсир, чӑвашсем, – вӑйлӑ халӑх!»
Турккӑ таса турккӑсене чӑвашла вӗрентнӗ. Ҫак ӗҫ пуҫламӑшӗ Турккӑшӑн пач та ансат пулман.
...Стамбул университечӗн пӗр аудиторийӗ лӑк тулли: студентсем, вӗрентӳҫӗсем, пуҫлӑхсем... Турккӑ калаҫӑва мӗнле пуҫлассине пӗлмест-ха. Питӗ яваплӑ та питӗ шиклӗ.
– Хисеплӗ юлташсем, хаклӑ вӗрентӳҫӗсем. Паянтан тытӑнса эсир чӑваш чӗлхине вӗренме пуҫлатӑр, – янраса кайнӑ аудиторире Турккӑн лӑпкӑ чӑвашла сӑмахӗ. Темле майпа ӑсласа илнӗ ҫӑлӑнӑҫ шухӑш пӗр ӑстрӑм чӑвашла ҫеҫ калаҫма хистенӗ.
– Эсир мана ӑнланатӑр-и? Эпӗ те сирӗн пекех тӗрӗкле калаҫатӑп-ҫке, – ӑнсӑртран ыйтнӑ Турккӑ ку таран курман-илтмен чӑваш пуп-левне ӑнланма тӑрӑшса самантлӑха ӑнтан кайнӑ турккӑсенчен...
Занятипе кӑмӑллӑ юлнӑ пуҫлӑхсем лачкам шыва ӳкнӗ Туркка лӑпкасах каланӑ вара: «Эсир пултаруллӑ та шанчӑклӑ ҫын. Малашне те ҫаплах ӗҫлӗр».
Шупашкарта Василий Алексеевича турккӑ чӗлхине тарӑн пӗлнине, ӑнӑҫлӑ вӗрентнине кура Турккӑ тесе чӗннӗ. Стамбулта ӑна Чӑваш тесех хисепленӗ-тӗр.
Чӑвашра турккӑлла пӗлекен-тӑвакан сахалах мар. Анчах Чӑвашра Турккӑ пӗртен-пӗр Василий Алексеевич кӑна.

Вӗсем чӑвашла пирӗнтен те лайӑхрах пӗлеҫҫӗ!

Йорма Луутонен – философи докторӗ, Турку университечӗн доценчӗ. Финляндире пурӑнать. Чӑваш чӗлхине хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Пирӗнле ирӗклӗ калаҫать те, ҫырать те. Акӑ унӑн пӗр ҫырӑвӗ (нимӗн те улӑштарман):

Турку 23.12.2002
Салам, хаклӑ Эдуард!
Ҫырӑвӑршӑн пысӑк тав! Эсир финн сурхури тата ҫӗнӗ ҫул уявӗсем пирки нумай пӗлетӗр! Епле ҫӑлкуҫенчен ку пӗлӗве вуласа илтӗр? Эпӗ хула варринче пурӑнатӑп, ҫавӑнпа вӗҫен кайӑксене апат параймастӑп, анчах хула хӗрринче ҫапла туса пыраҫҫӗ. Туркура кунӑн вӑрӑмӑшӗ паян 5,5 се-хете яхӑн пулса тӑрать, анчах Оулу хулинче 3,5 сехет ҫеҫ – Лапландин ҫурҫӗр тӑрӑхӗсенче тул ҫутӑлмасть. Кунта паян хитре хӗллехи ҫанталӑк: –9 градус хӗвел пӑхать.
Паян эпӗ ывӑлӑм тата хӗрӗмпе пӗрле ёлка сутӑн илме каятпӑр. Вӗсене тӗп чиркӳ таврашӗнче сутса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫав тӗл сурхури вӑхӑтӗнче пӗчӗк вӑрман пек курӑнать. Ӗнер анне Тампере хулинчен пирӗн патне поездра килсе ҫитрӗ, 25-мӗш кун арӑмӑн амӑшӗпе ашшӗне кӗтӗпӗр. Ҫӗнӗ ҫул уявне Хельсинки таврашӗнчи Ярвенпяя хулинче ир-ттерес тетпӗр, мӗншӗн тесен арӑмӑн йӑмӑкӗ унта пурӑнать тата пи-ре чӗннӗ.
Эпӗ сурхури тата ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп сире!
Хисеп туса Йорма.

Михаэль Гайслер – допломат, хӑй вӑл нимӗҫ, халӗ Венгрире ӗҫлет. Пӗррехинче унран ҫыру килчӗ:

Июнь уйӑхӗн 25-мӗшӗ, 2003 ҫул
Хаклӑ Эдуард, салам!
Эсӗ «Миша пӗтӗмпех ҫухалса кайнӑ ӗнтӗ» шухӑшларӑн пулмалла. Ӗҫ нумай пулнипе нимех те ӗлкӗреймерӗм, сана та ҫырмарӑм. Ҫыру пулманшӑн каҫару ыйтатӑп!
Икӗ эрне каялла Гамбурга кайса килтӗм эпӗ. Унта Гамбургри универ-ситетра студентсен конференцийӗ пулчӗ. Хелимски профессор мана унта доклад вулама чӗнчӗ. Манӑн тема «Удмурт чӗлхин ҫӗнӗ сӑмахӗсем» пулчӗ. Гамбургра питӗ интереслӗччӗ. Эпӗ чӑваш тата удмурт чӗлхисемпе интересленекен пӗр французпа паллашрӑм. Вӑл культура министерсвинче ӗҫлет, тата «Cорбонна» ятлӑ Парижри университетра удмурт чӗлхине вӗренет. Чӑваш чӗлхи ҫинчен пӗтӗм Францирен матери-ал тупаймарӑм тет. Эпӗ ӑна пирӗн билблиотекӑран кӗнекесенчен копи-сене илсе ятӑм. Питӗ савӑнчӗ вӑл. Тепӗр ҫӗршывсенче те Атӑл-Урал ҫывӑхри чӗлхисемпе интересленекен ҫынсем пулать тесе питӗ лайӑx.
Эсӗ халӗ мӗн тӑватӑн? Канатӑн ӗнтӗ, е ӗҫленетӗн-ха?
Пирӗн патра часах семестр пуҫланать. Июль уйӑхӗн 11-мӗш кунӗ хыҫҫӑн канма пулать!!! Савӑнатӑп ӗнтӗ – анне-атте патне канма кайӑп пулӗ. Паян кунта кӑҫалӑн чи вӗри кунӗ пулӗ. Манӑн чӳрече умӗнче халӗ плюс 34 градус! Ҫанталӑк сирӗн патра мӗнле?
Хисеп туса Миша.

Масанори Гото Японирен, Хоккайдо университечӗн ӗҫлевҫи. Чӑваш чӗлхине Шупашкара килсех вӗреннӗ. Масанорин ҫыру ҫырас ӑсталӑхӗ пысӑк:

Хаклӑ Аня!
Мӑнкун ячӗпе саламлатӑп. Кӑҫал хӗлле сирӗн патра питӗ сивӗ пулни ҫинчен илтрӗм. Пирӗн патра та юр нумай ҫӑватчӗ.
Нумаях пулмасть эпӗ Кобэне киле кайса килтем. Унта ытларах ӑшӑ. Сакура, тюрипан, нарцисс тата ытти чечексем те ҫеҫекене ларнӑ. Ат-тепе анне сывӑ ҫӳреҫҫӗ. Тӑвансемпе юлташсем тата тӗл пултӑмӑр. Халӗ эпӗ Саппорора. Кунта вара тин ҫӗҫ юр ирӗлчӗ. Сакура та кунта ҫеҫкене ларман-ха.
Эпӗ Хоккайдо университетӗнче Славян центрта ӗҫлетӗп. Ман верен-тмелле мар, хамӑн темапа ӗҫлетӗп кӑна. Анчах манӑн контракт срокӗ пӗтнӗ, ҫавӑнпа ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ шырамалла. Ку ҫӑмӑл ӗҫ мар, ҫапах та шанчӑка хӑварас килмест.
Тӳрӗ каласан, эпӗ халӗ чӑваш чӗлхи сайра вӗренетӗп. Эпӗ нимӗнле ата-ланманни ҫинчен эсӗ пӗлетӗн пулӗ, тен, тата япӑхрах? Кахал вӗренекен!
Санӑн халӗ те занятийӗсем нумай пур-и? Хӑвӑн ҫинчен ҫыр.
Сывӑ пул. Салампа Масанори. 24.4.06.

Чӑваш чӗлхи финсене кирлӗ, нимӗҫсемшӗн интереслӗ, японсемшӗн хитре. Пирӗншӗн те ҫаплах.

Тархасшӑн, Огузханпа чӑвашла калаҫӑр-ха

Огузхан Дурмуш Етӗрнерен мар, Эдирнерен. Пур ҫавӑн пек хула. Вӑл Турцире Стамбулпа юнашар вырнаҫнӑ.
Пӗрре ҫапла Огузхан Шупашкарта чӑвашла калаҫса ҫӳренӗ. Магазинта ӑнланман кӑна, аптекӑра та, урамра та. Шупашкарсем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ та-ха, акӑлчанла та калаҫмаҫҫӗ. Огузхан вара вырӑсла ӑнкармасть. Атту пӗр чӗлхе тупма пулатчӗ ӗнтӗ.
Хайхи Огузхан банка каять те тӳрех каласа хурать: «Эп вырӑсла пӗлместӗп». – «Чӑвашла пӗлетӗр-и?» – ыйтаҫҫӗ кунтан. Ҫамрӑк ҫын тем пек савӑнса каять…
Эпир те Огузханшӑн хӗпӗртерӗмӗр вара, Шупашкаршӑн – намӑслантӑмӑр.

Берлинта чӑвашла калаҫаҫҫӗ тет

Йорма, Арто, Пиркко, Эберхард, Михаэль, Алиса, Рей, Клара… Кусем – эпӗ пӗлекен «ҫӗнӗ чӑвашсем». Юнӗпе пӗри – финн, тепри – нимӗҫ, мӗрикканпа венгр… Халӗ тата Айше Тетик.
Кам вӑл – Айше? Айше Анӑҫ Берлинта ҫуралса ӳснӗ турккӑ хӗрӗ, Ирӗклӗ университетӑн тӗрӗк институтӗнче вӗреннӗ, ҫавӑнтах ӗҫлет.
Айшешӗн чӑваш чӗлхи те улттӑмӗш, те саккӑрмӗш чӗлхе. Мӗн ачаран вӑл турккӑпа нимӗҫле калаҫса ӳснӗ, кайран акӑлчанпа арабла вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн тутар чӗлхин черечӗ ҫитнӗ. Ҫавӑн чухлӗ пӗлекенскере пирӗнле калаҫма тытӑнмашкӑн виҫӗ кун та ҫителӗклӗ пулнӑ вара. Талант!
Айшешӗн ансатлатнӑ чӑваш чӗлхи пӗрре те интереслӗ мар, Айше чӗлхемӗре тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлесшӗн. Йӑлӑмра та, хула троллейбусӗнче те, музейра та – пур ҫӗрте те чӑвашла вӗреннӗ Ай-ше.
Халӗ Айше Берлинта чӑваш чӗлхи вӗрентет. «Эпӗ Михаэль ятлӑ. Эпӗ Берлинта пурӑнатӑп. Эпӗ студент. Чӑвашла вӗренетӗп. Чӑваш чӗлхи хитре, – хула урамӗн нимӗҫ шавне пӳлсе илтӗнет чӑваш сӑмахӗ. – Нимӗҫпе-чӑваш – тӑван-хурӑнташ…»
Кам каларӗ чӗлхемӗр Канашран иртсен кирлӗ мар тесе?


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе

Тулли верси :: Статья каҫми