Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем (Митта Ваҫлейӗ)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем
Парсам пӑлхавлӑ чунӑма.
Пар чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем,
Пар ирӗк — ҫутӑрах ҫунма.

Ӗшӗннисемшӗн ҫул ҫинче
Эс — шанчӑк ҫӑлтӑрӗ ялан.
Тискер тӑманлӑ каҫсенче
Йыхравлӑ чан пек янӑран.

Ҫунат паратӑн ҫамрӑка,
Ватта чун канӑҫӗ кӳрен.
Сӳнсе кӗлленнӗ кӑмрӑка
Вут кайӑк сывлӑшӗ кӗртен.

Хыпса ҫунан ҫӗршывӑма,
Чӗлхем, сипетлӗ ҫумӑр яр.
Хӗвел хӗм панӑ сывлӑма
Мана та пӗр тумлам сыптар.

Сӗткенӳпе шӑварӑнса
Шаланкӑ евӗр ҫӗкленем.
Ҫӳлте ҫуйхавлӑн ярӑнса
Этемшӗн савӑнӑҫ чӗнем.

1956, Митта Ваҫлейӗ


 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ

Тулли верси :: Статья каҫми