Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӑвай


Тӑвай, — сала, 1935 ҫултанпа Чӑваш Енӗн Тӑвай районӗн администраци вырнаҫнӑ вырӑн. Ытти районсемпе тытӑмсене Канаш хули урлӑ тытаҫҫӗ. Канаш хулинчен 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Шупашкартан 104 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

1999 ҫул пуҫламӑшӗ валли Тӑвай салинче 3,8 пин ҫын пурӑннӑ. Ял варринче икӗ-виҫӗ хутлӑ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Ялта вӑтам пӗлӳ паракан шкул, ача-пӑча ӳнер шкулӗ, Хусанти технологи университечӗн техника лицейӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн вуза хатӑрлекен центрӗ, Чӑваш патшалӑх пудагогика университечӗн педагогика класӗ вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех краеведени музейӗ, 2 библиотека, Культура ҫурчӗ пур. Чӑваш чӗлхи ҫинче «Ял ӗҫченӗ» хаҫат тухса тӑрать.

Истори

Малтан ял ҫавӑн пекех Архангельски тата Тӑвай Тимеш ятпа паллӑ пулнӑ. Тимеш ячӗпе Тӑвай 1565 ҫултанпа паллӑ. Ку вӑл ялӑн пӗрремӗш ячӗ пулнӑ. XV - ХVI ӗмӗрсенче ҫапла Хусан ханствинче ялӑн ячӗ калаҫӑва кӗнӗ. ХVII ӗмӗр варринче ялран ҫынсем кӑнтӑралла куҫма пуҫланӑ. Ҫапла Тӑвай районӗнчи Элексей Тимеш, Тик Тимеш, Анатри Тимеш, Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш (Тӑвай Тимеш) ялӗсем пулса кайнӑ. Чӑваш Енре Тимеш ятлӑ 10 ял тарин пур.

Иккӗмӗш ял ячӗ — Архангельски. Иван IV патша Атӑлҫи халӑхӗсене христиан тӗнне кӗртессине пуҫарса янӑ хыҫҫӑн чӑвашсене те тӗне кӗртме тытӑннӑ. 1720-1722 ҫулсенче Пётр I патша та темиҫе хушу кӑларнӑ ку тӗлпе. 1740 ҫултан вара правительство ӗҫе пӗтӗм вӑйпа пуҫарӑннӑ. Вӗсем халӑха вӑйпа кӳлӗсене кӗртнӗ, хӗрес тыттарса вырӑс ятсене панӑ. Ҫавӑн пекех чиркӳсем хӑпартнӑ. 1757-1759 ҫулсенче Тӑвайра чиркӳ хӑпартнӑ. Вал чиркӳ ячӗнчен, Михаил Архангела халаланнӑскертен, ял ячӗ те улшӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Тӑвай районӗ

Тулли верси :: Статья каҫми