Тарават Валентина Николаевна (чӑн хушамачӗ Игнатьева) — чӑваш ҫыравҫи. 1946 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Тутарстана кӗрекен Ҫӗпрел районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Чӑваш Енпе Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗсенче тӑрать. Чӑваш Енӗн кӗвӗҫӗсен ассоциацийӗн пайташӗ.
Ӗҫӗсем
Валентина Тарават ытларах енӗпе ачасем валли сӑвӑ ҫырать. Ҫавӑн пекех вӑл куҫару ӗҫӗсемпе те, юрӑ кӗвӗленипе те паллӑ.
Вӑл 8 кӗнеке кӑларнӑ. Чи паллисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:
- «Тавҫӑруллӑ Марине»,
- «Чун тараси»,
- «Запишите в первый класс»,
- «Ӗҫчен мӑнук»,
- «Хура хӑлха»
- тата ыттисем те.
Валентина Тараватӑн сӑввисемпе 45 ытла юрӑ кӗвеленӗ. Тӗслӗхрен, Олег Кайкӑр кӗвеленӗ «Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ» юрӑн сӑввисене вӑл ҫырнӑ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Вуламалли
- Алексеева, А. Чапшӑн ҫунман сӑвӑҫӑ / А. Алексеева // Канаш (Ульяновски обл). – 2001. – 17 ҫурла. – С. 4.
- Смирнова, Н. Чун тараси / Н. Смирнова // Хыпар. – 2001. – 25 ака. – (Чӑваш тӗнчи ; № 4).
- Ялгир, П. Ҫыравҫа, композитора, юрӑҫа чысласа / П. Ялгир // Тантӑш. – 2001. – 30 ҫурла (№ 35). – С. 3.
- Ялгир, П. Тараватлӑ Тарават / П. Ялгир // Канаш (Ульяновски обл.). – 2001. – 17 ҫурла. – С. 5 ; Ҫавах // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2001. – 18 ҫурла (№ 33). – С. 5.
- Мишаади, А. Душа ее излучает свет / А. Мишаади // Канаш (Ульянов. обл.). – 1997. – 12 ака. – С. 5.
- Юман, А. Поэтический подарок детям / А. Юман // Канаш (Ульянов. обл.). – 1997. – 12 ака. – С. 5.