Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сӑр


Пӗрремеш Выҫҫӑлкӑ патӗнчи СӑрСӑрАтӑлӑн сылтӑм юппи. Чӗмпӗр, Чулхула, Пенза облаҫӗсемпе тата Мӑкшӑ Республикипе Чӑваш Ен тӑрӑх юхать.

Юханшыври шыва ӗҫме усӑ кураҫҫӗ, ун тӑрӑх кимӗсемпе пӑрахутсем ишееҫҫӗ.

Тавралӑх

Юханшыв тӑршшӗ 841 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ 67,5 пин км2. Атӑлҫи тӳремсӑртлӑхӗнче пуҫланать те, малтан хӗвеланӑҫнелле, кайран — ҫурҫӗрелле юхать.

Шывӗ ытларах енӗпе юртан тулать. Пуш вӗҫӗнче-ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӑр каять, ака-ҫу уйӑхӗнче ҫырансенчен тухать, чӳк-раштав уйӑхӗсенче шӑнса ларать.

Сӑр хӗрринче Сурск, Пенза, Улатӑр, Етӗрне, Васильсурск хулисем, Ҫӗнӗ Слобода ял ларать.


 
Категорисем: Атӑл юпписем, Юханшывсем

Тулли верси :: Статья каҫми