Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сӑпка юрри (ҪТҪТС, ВРТТТ)


Пилеш йӳнчӗк авӑнать –
авӑнтӑр,
пӗчӗкки тӗлӗк курса
савӑнтӑр.

Аслати, ан кӗмсӗртет,
шӑпрах пул.
Сар хӗвел, кӗрсе пӳрте
ӑшшӑн кул.

Сӑпкана алне тӑсать
ҫут шевле,
пуҫӗнчен вӑл ачашлать
пепкене.

Пилеш йӳнчӗк авӑнать –
тӳстӗр-и?
Пӗчӗккийӗ карӑнать,
ӳстӗр-и!

Тӳпере тӑри юрлать,
«Тӑр-тӑри,
сӑпкара ача ҫыврать,
куртӑр-и?».

Сар ыраш ятлать лешне,
«Шӑптарах,
шурӑ лӗпӗш-тӗлӗкне
куртӑрах».

Пилеш йӳнчӗк авӑнать, –
авӑнтӑр,
пӗчӗккийӗ ҫывӑрса
савӑнтӑр.

Сӑвар Эртиван
Шупашкар, июнӗн 1-мӗшӗ


 
Категорисем: Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем

Тулли верси :: Статья каҫми