Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Степанов Владимир ГеннадьевичСтепанов Владимир Геннадьевич — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ тата тухтӑр. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Степанов Владимир Геннадьевич 1978 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрмар районӗн Вӑрмар ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗҫӗ-хӗлне 2007 ҫулта Шупашкар хулинчи 1-мӗш Ача-пӑча хула пульницин поликлиникин участок педиатри уйрӑмӗнче врач-педиатр пулса пуҫланӑ.
2010 ҫулта Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче врач-педиатр пулса ӗҫленӗ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Ача-пӑча республика клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн йӗркелӳпе методика ӗҫӗсен ҫумӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
2013–2018 ҫулсенче Ача-пӑча республика клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн медицина пайӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2018 ҫулта ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрне лартнӑ.
2020 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ. 2020 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн вырӑнӗнче ҫирӗплетнӗ.
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулса тӑнӑ. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн вырӑнӗнчен хӑтарнӑ, анчах Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн вырӑнӗ сыхланса юлнӑ. Вице-премьер пулнӑ май социаллӑ блока: Сывлӑх сыхлавӗн министерствине, Культура министерствине, Вӗренӳ министерствине, Ӗҫ министерствине тата Спорт министерствине пӑхса тӑнӑ.
2026 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн указӗпе хӑйӗн кӑмӑлӗпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн вырӑнӗнчен хӑтарнӑ. Чӑваш Ен Правительствин йышӗнче ултӑ ҫул ӗҫленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми