Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Смолин Анатолий Семёнович

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Смолин Анатолий Семёнович — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1956 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Шӑнчасра ҫуралнӑ.

1987 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1996 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ, 1993 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе тухнӑ. «Ҫилҫунат» журналӑн поэзи уйрӑмӗн ертӳҫи, каярахпа тӗп редаторӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ. Чӑваш Ен президенчӗн пулӑшаканӗ пулса та вӑй хунӑ.

Мӑшӑрӗпе, Смолина Людмина Валериановнӑпа пӗрле, икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Пултарулӑхӗ

Хӑй каланӑ тӑрӑх шкулта 7-мӗш класа ҫитиччен вырӑсла кӑна сӑвӑсем ҫырнӑ. Кайран вара, Есенин сӑввисене Петӗр Хусанкай куҫарӑвне вуласан чӑвашла ҫырма пуҫланӑ.

Ҫак кӗнекесене кӑларнӑ:

Чӑваш сӑвӑҫисен ӗҫӗсене вырӑсла нумай куҫарнӑ: М. Фёдоровӑн «Арҫурипе», К. Ивановӑн «Нарспи» поэмисене, Ҫеҫпӗл Мишшин «Паянтан» сӑввине.


 
Категорисем: Смолин Анатолий Семёнович

Тулли верси :: Статья каҫми