Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Селиванов Рудольф Васильевич


Селиванов Рудольф Васильевич — чӑваш патшалӑх ӗҫченӗ, агроном. Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗ (2015–2022) тата Патӑрьел муниципаллӑ округӗн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ (2022–2026).

Пурнӑҫӗ

Рудольф Васильевич Селиванов 1964 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗн Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

1986 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне «Агрономи» специальноҫпа вӗренсе пӗтернӗ. 2001 ҫулта Мускаври патшалӑх прикладной биотехнологи университечӗн «Финанссемпе кредит» специальноҫӗпе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службисен академийӗнче профессионалсен пӗлӗвне ӳстернӗ.

Ӗҫӗ-хӗлне Патӑрьел районӗнчи «Герой» колхозра хресчен пулса пуҫланӑ. 1987–1988 ҫулсенче Именкассинчи саккӑр ҫул вӗренмелли шкулта биологипе хими вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ.

1989–2004 ҫулсенче «Росгосстрах» тытӑмӗнче вӑй хунӑ: инспекцири аслӑ агрономран пуҫласа страховани пайӗн пуҫлӑхӗ тата «Росгосстрах» АО Патӑрьел филиалӗн директорӗ таран ҫитнӗ.

2004–2011 ҫулсенче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2011–2015 ҫулсенче «РоссельхозБанк» АО Патӑрьелти хушма офисне ертсе пынӑ.

2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. 2022 ҫулта, район муниципаллӑ округ пулса тӑнипе, Патӑрьел муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.

2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявление ҫырнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел муниципаллӑ округӗн депутатсен Пухӑвӗ унӑн полномочийӗсене вӑхӑт ҫитиччен чарнӑ.

Хисепӗсем

Ҫемйи

Авланнӑ. Ачасемпе мӑнук пур.


 
Категорисем: Кӗҫӗн Арапуҫ ҫыннисем, Патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем

Тулли верси :: Статья каҫми