Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Селиванов Николай Васильевич


Селиванов Николай Васильевич — чӑвашсен патшалӑх тата хуҫалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш пухӑвӗн депутачӗ, Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗ (1996—2000).

Пурнӑҫӗ

Селиванов Николай Васильевич 1942 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР шутне кӗрекен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ӗҫӗ-хӗлне вӑл «Герой» колхозра пуҫланӑ. Кӗтӳҫӗ, унтан ӗне сӑвакан пулса ӗҫленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне вӗренме кӗнӗ.

Техникума вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Юхмари ятарлӑ уйрӑмӑн транспорт бригадин бригадирӗнче ӗҫленӗ. Унтан Мускаври Профсоюз юхӑмӗн аслӑ шкулӗнче пӗлӗвне малалла ӳстернӗ, ӗҫ экономисчӗн специальноҫне алла илнӗ.

1982—1983 ҫулсенче «Герой» колхозӑн профком председателӗнче тӑрӑшнӑ. Унтан КПССӑн Патӑрьел район комитечӗн пропагандӑпа агитаци уйрӑмӗн инструкторӗ пулса ӗҫленӗ.

1985 ҫултанпа — ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн районти комитечӗн председателӗ.

1994 ҫулта ӑна 7-мӗш номерлӗ Патӑрьел территори суйлав округӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш пухӑвӗн депутатне суйланӑ. Вӑл Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн бюджет, налуксем, пухӑмсем тата банксен комитетне ертсе пынӑ.

1996—2000 ҫулсенче — Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗ.

Каярахпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ.

2005 ҫултанпа — Мускаври ҫурт-йӗр тӑвакан «ВИА-Строй» ТМЯП тӗп директорӗ.

Парти тата профсоюз ӗҫӗ

СССР профсоюзӗсен XVIII съездӗн делегатне суйланнӑ.

Ҫемйи

Шӑллӗ — Селиванов Рудольф Васильевич — Чӑваш Республикин патшалӑх тата общество ӗҫченӗ.


 
Категорисем: Патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, Кӗҫӗн Арапуҫ ҫыннисем

Тулли верси :: Статья каҫми