Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ростов Порфирий Матвеевич

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ростов Порфирий МатвеевичШупашкар районӗн «Колхозник ҫулӗпе» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫат редакторӗ. 1906 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Йӑршу ялӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче вилнӗ — вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.

Пурнӑҫӗ

1926 ҫулта Шупашкарти Чӑваш совпартшкулӑн пӗрремӗш ступеньне вӗренсе пӗтернӗ. Мускавра редакторсен кӗске курсне итленӗ хыҫҫӑн ӑна «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторне лартнӑ. Ку вырӑнта вӑл, пӗчӗк тапхӑрсене шута илмесен, 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫленӗ.

Вӑрҫа лексен ӑна рота командирӗн политпай ҫумӗ пулма лартнӑ. Кисанпа Орёл хулисене тӑшман аллинчен ирӗке кӑларас ҫапӑҫусене хастар хутшӑннӑ. Аманнӑ, ҫавах сывалнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн частьнех таврӑннӑ.

1943 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Татаркино (Орел облаҫӗ) ялӗ патӗнчи тытӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна вӑл облаҫри Жередань ялӗнче пытарнӑ.

Вуламалли



 
Категорисем: Ростов Порфирий Матвеевич

Тулли верси :: Статья каҫми