Пуш — хальхи календарьпе 3-мӗш уйӑх, чӑвашсен календарӗнче 2-мӗш пулнӑ.
Пуш уйӑхӗнче 31 кун.
Ҫанталӑка сӑнланинчен
- Пуш уйӑхӗ уяр килсен ҫуркунне тӑршшӗпех уяр тӑрать.
- Пуш уйӑх тунӑ кун кантӑк ҫине пӑр шӑнсан ҫав ҫул хӑяр ӑнать.
- Эхер те пуш уйӑх уяр килсен, ҫанталӑк лӑпкӑ пулсан, тӑнӑҫ тӑрсан ҫур лайӑх пулать, ҫу тӑршшӗпех ҫанталӑк лайӑх тӑрать, тӗрлӗ тыр-пул ӑнса пулать.
- Пуш уйӑхӗн малалла тӑхринче ҫанталӑк ҫиллӗ пулсан пӗтӗм ҫу ҫиллӗ пулать.
- Пуш уйӑх тусан урамра шыв курӑнсан шыв вӑйлӑ анать; ҫырмара шыв ейӳ каять.
- Эхер пуш уйӑх ӑшӑра тусан, тумла юхсан юр час каять, ҫу каҫа ӑшӑ тӑрать.
- Алтакки кунӗ кӑнтӑрлаччен ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан, кӑнтӑрла иртсен ҫил тухсан ҫав ҫӑвӑн ҫурри лайӑх пулать, ҫурри йӗпе-сапа пулать.
- Пуш уйӑх тӑманлӑ ҫанталӑкра тусан хура тула килӗшет.
- Пуш уйӑх пуҫланнӑ чух ҫил кай енчен (кӑнтӑртан) пулсан тыр-пул аван пулать, эхер те мал енчен е ҫурҫӗр енчен вӗрсен тыр-пул начар пулать.
- Пуш уйӑх тунӑ чух ҫил ӑҫтан пулать пӗтӗм ҫу ҫапла пулать.
- Пуш уйӑх уяр тӑрать — пахчара хӑяр пулать.
- Пуш пуҫӗнче тумла юхсан ҫу лайӑх пулать.
- Пуш пуҫламӑш кунӗ ҫерҫи сӑхмалӑх шыв пулсан ҫу лайӑх килет.
- Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш эрне кун юр ҫусан чиклевӗк (мӑйӑр) нумай пулать, хӑмла лайӑх пулать.
- Пуш уйӑхӗн каялла тӑхрине юр ҫусан ыраш лайӑх пулать.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр