Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пурнӑҫ лавӗ (Николай Карай)


"Ҫут тӗнче хӗрне санпа
Хатӗр эп кайма", —
Терӗн эс хавас саспа
Те хӑпартланма.

Хӑпартлантӑм ачалла
Ҫав тери чунран.
Тапса сикрӗ малалла
Пурнӑҫ вырӑнтан.

Пурнӑҫ лавӗ ман енне
Илчӗ сулӑнса.
Ун енне эс ун ҫумне
Лартӑн вӑрт куҫса.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми