Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пирӗн халӑх тӑнкӑр мар


«Хыпар» хаҫат чӑваш тӗнчине шухӑша ямалли калаҫу пуҫарчӗ. Питӗ аван ку. Уйрӑмах халӗ, глобализаци ҫурхи шыв пек сарӑлса нацисен хӑйнеевӗрлӗхне туймаллах пусарнӑ вӑхӑтра. Николай Лукианов, чӑвашлӑх ӗҫӗнче сумлӑ йӗрне тахҫанах хӑварнӑскер, ҫивӗч ыйтусем ҫӗклерӗ. Унӑн тӗп шухӑшне те палӑртам: пуҫтарӑнса ҫилӗмленмелле пирӗн. Чӑваш наци конгресӗн ӗҫне вӑй ҫитнӗ таран хутшӑйнӑран унӑн сӑмахӗсемпе килӗшетӗп.

Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 80 ытла чӑваш ушкӑнӗсем-пӗрлӗхӗсем ЧНКпа алла-аллӑн ӗҫлеҫҫӗ. Улшӑнмалла- и ЧНКан? Мӗнле рецептпа? Диагноза кам палӑртать? Хӑш еннелле трансформациленмелле? Паллах, кусем пирки калаҫма Мӑн Канаш, Аслӑ Пуху, Президиум пур. Никама та чару ҫук: сӗн, ӗҫле... ЧНК пӗр-икӗ ҫын органӗ мар, ыйтусене ушкӑнпа татса паракан пӗрлешӳ. Унпа таччӑн хутшӑнса чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ахальтен-и республика шайӗнчи ассоциаци туса хучӗҫ?!

Конгресс хӑйӗн малашлӑхӗ пирки шухӑшласах тӑрать, ҫӗнӗ ҫулсем шырать: ҫӑмӑл ӗҫ мар ку. Ҫамрӑк вӑйсене пуҫтарас тӗллевпе 2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче республикӑри ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвне йӗркелерӗ. «Хастарсем» чӑвашлӑх ӗҫне хастар кӳлӗнчӗҫ: «Кӗмӗл сасӑ», «Чӑваш пики» фестивальсем, «ҫавра сӗтелсем», спорт ӑмӑртӑвӗсем...

Чӑваш идейине ӑша хывнӑ пур ҫын та пӗр пек мар ҫав. Те чӑваш чирӗ вӑл: хӑйсен вӑйне чӑвашпах ҫапӑҫса пӗтереҫҫӗ. «ЧНК пӗтнӗ, эпир чухне вӑйлӑччӗ», — теҫҫӗ тата. Пӗрле ӗҫлеме чӗнсен: «Сана алӑ та памастӑп», — тесе ҫаврӑнса утаҫҫӗ. Конгресс ӗҫне уйрӑм ҫын тӑрӑх хаклани та тӗлӗнтерет. «Ҫавна лартмалла, вара ӗҫ каять», — текенсене: кам хирӗҫ? Вӑл хӑй маттуррине ӗнентертӗр, халиччен мӗн-мӗн тунине Аслӑ Пухура каласа кӑтарттӑр, программипе паллаштартӑр. Пирӗн халӑх тӑнкӑр мар, тӗшӗне хывӑхран уйӑрма пӗлет...

ЧНКран пысӑкрах штаб е организаци пирки: тархасшӑн! Енчен те маттурккасем тупӑнсан, шухӑшӗсем хӑватлӑ пулсан — ЧНК унта кӗме пултарать.

Раҫҫейре наци политики курӑнсах кайманни пирки пирӗн шухӑшламаллах, витӗм кӳмеллех, патшалӑх федеративлӑ пулнине асаилтермеллех. Раҫҫейпе Чӑваш Енре те наци ӗҫӗсен уйрӑм министерствисем кирлӗ. Чӑвашлӑх ӗҫне общество организацийӗсен ҫеҫ мар, патшалӑх шайӗнче туса пыма вӑхӑт ҫитрӗ.

Чӑваш ани анлӑ: вӑй хур, ӗнентер, витер. Вӗчӗхни, кӗвӗҫни — хӑв хевтесӗр пулнине кӑтартни. ЧНК никама та хур кӳмен, тӗксе яман. Петӗр Хусанкай калашле — «ЧЧ: чӑвашсӗм, чӑмӑртанӑр!» Манӑн тепӗр Ч хушас килет: ЧЧЧ — чӑн чӑвашсем, чӑмӑртанӑр!

Валентин Абрамов, ЧНК вице-президенчӗ
«Хыпар», 2010, ака, 21>>


 
Категорисем: Чӑвашлӑх, ЧНК

Тулли верси :: Статья каҫми