Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Падежсем, падежсем...

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Чӗлхеҫӗ ӑсчахсем пӗр хӑнӑхнинчен кӗтмен ҫӗртен урӑхла пулӑм шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Чӗлхе вӗрентӗвӗпе кӑсӑкланакансем те вӗсенчен юласшӑн мар. Элли Иллен "Чӑваш чӗлхинче миҫе падеж?" материалӗнчи /"Хыпар", юпа, 18/ шухӑш та ҫав йӗркеренех темелле.
Чӑваш чӗлхи вӗрентӗвӗнче паян япала ячӗн сакӑр падеж. Илле вара ытларах та курасшӑн. Япала ячӗ аффикс хушӑннипе улшӑнать. Кашни падежӑн хӑйӗн аффиксӗ. Вӗсем тӗп падежӑн кам? мӗн? ыйтӑвӗсен ҫумне хушӑнаҫҫӗ. Тишкерер-ха шухӑшри тӗслӗхсене. -ла/-ле/, -лла/-лле/ аффиксем. Лаша - лашалла, ӗне - ӗнелле. Ыйтӑвӗсем мӗнле? Мӗн? ҫумне хушӑнать пулин те ку паллӑ тата наречи ыйтӑвӗ-ҫке. Синонимӗ епле? Палӑртнӑ аффикс урӑх пуплеве кӗрекен ҫӗнӗ сӑмах тӑвать. Ӗҫ - ӗҫле /гл./, йӗнер-йӗнерле, лаша йӗнерле /гл./, йӗнерле выля /нар./.
-Чен, -ччен аффикссем. Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхӗсем: паянччен, Атӑлччен, вуннӑччен, кушакчен, пӳртсемччен... Паянччен сӑмах мӗнччен? ыйтӑнать-ши? Унӑн ыйтӑвӗ хӑҫанччен. Эппин, вӗренекенӗн, вӗрентекенӗн хӑш сӑмахӗ падеж ыйтӑвӗнне, хӑшӗ урӑх пуплевӗнне пӗлесшӗн пуҫа минретсе лармалла-ши?
Халӗ автор малтан илсе кӑтартнӑ тӗслӗхе — харпӑрлӑх падежӗ теме сӗннине тишкерер-ха. -Лӑ/-лӗ/, -ллӑ/-ллӗ/ аффикссем. Сӑмахсене тепӗр сӑмахпа ҫыхӑнтарса пӑхӑпӑр, ыйтӑвне лартӑпӑр. Лашаллӑ, ӗнеллӗ, ӗҫлӗ — ҫын, хуҫалӑх. Кусен ыйтӑвӗ мӗнле? тени вырӑнлӑрах. Япала ячӗ теме май пур пек. Анчах пайӑр ят пулсан? Шупашкарлӑ ҫӗршыв, вырӑн... Пул тейӗпӗр-и? Пуш параппан ҫапни ҫеҫ пулмӗ-и?
Статьяра палӑртнӑ шухӑш чӗлхе ӑсчахӗеен хушшинче кӑна юлтӑр тесшӗн. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсене вара чӗлхемӗртен пистерес марччӗ.

Н.ЛАРИОНОВ.
Элӗк районӗ.
Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21



Тулли верси :: Статья каҫми