Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Некей


НекейПӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ чӑваш. 1774 ҫулта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1774 ҫулта вӑл Пӑкачавпа пӗрле Кӑрмӑш хулине илме хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн, Пӑкачав Улатӑр енне кайсан, чӑвашсене ҫӗклес тӗлӗшпе чӑваш ҫӗрне таврӑнать. Хусантан ҫитнӗ ҫар Кӑрмӑша ярса илсе унӑн тусӗсене тыткӑна илнине пӗлсен вӑл хулана ҫитет, юлташӗсене ҫӑлать. Хулара ҫирӗпленеймен хыҫҫӑн Сӑр хӗррине куҫаҫҫӗ. Некей малалла та вӗсене хирӗҫ янӑ вырӑс салтакӗсене хирӗҫ хастар кӗрӗшет, ҫарсене пысӑк шар кӑтартать.


 
Категорисем: Чӑваш паттӑрӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми