Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мӑкӑр кӗперӗ


Мӑкӑр кӗперӗМӑкӑр кӗперӗКанаш районӗнчи Мӑкӑр ял ҫывӑхӗнчи кӗпер. Усӑ курмаҫҫӗ.

Кӗпер Канаш район палӑкӗсен йышне кӗрет. Кӗпер ҫӳллӗшӗ 20 метра ҫитет.

Кун-ҫулӗ

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх кӗпере 1913-18 ҫулсенче тума тытӑннӑ, 1940-мӗш ҫулсенче тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсем хывса пӗтернӗ. Каярах ҫывӑхра ҫӗнӗ кӗпере хӑпартнӑ хыҫҫӑн кӑна пӑрахӑҫланӑ, усӑ курма пӑрахнӑ.

Хальхи вӑхӑтра кӗпер ҫинчен сикме юратакансем, роуп-джамперсем, кӑмӑллаҫҫӗ. 2009 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче «Пӗрремӗш каналпа» кӗпер пирки сюжет та тухнӑ пулнӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Мӑкӑр, Чӑваш Ен кӗперӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми