Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мучар
Мучар (выр. Можарки) — Чӑваш Республикинчи Тӑвай районӗнчи ял. Мучар ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.
Ял Ута юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫити — 114 км, район центрне Тӑвай ялне ҫити — 10 км, чи ҫывӑх чукгун ҫул станцине ҫити — 31 км.
Ялӑн историллӗ ячӗ — Козьмодемьянски (ҫавӑн пекех Можарки). 1866 ҫулччен кунта пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, хӑмла ӳстернӗ. Ҫынсен пысӑк пайӗ — вырӑссен авалхи йӑлисене пӑхӑнакан ҫынсем, вӗсем кунта Аслӑ Петӗр патша пулнӑ вӑхӑтра тата Никон патриарх чиркӳ реформине туса ирттернӗ чухне куҫса килнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Мучарта 1795 ҫултан кая мар йывӑҫран пӗр престоллӑ чиркӳ лартнӑ. 1820 ҫулта прихожансен укҫипе чултан икӗ престоллӑ чиркӳ ҫӗкленӗ — сӑвӑплӑ Космапа Дамиан тата Иоанн Предтеча ячӗпе. Храм 1936 ҫулччен ӗҫленӗ, 1990 ҫулта ӑна каллех уҫнӑ.
1861 ҫулта чиркӳ-прихут шкулӗ уҫӑлнӑ. 1884 ҫулта Сӑвӑплӑ Гурий тӑванлӑхӗн шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ, 1885 ҫулта — хӗрарӑмсен земство училищи, 1890 ҫулта — арҫынсен училищи, 1906 ҫулта — хӗрарӑмсен чиркӳ-прихут шкулӗсем уҫӑлнӑ.
1930 ҫулта «Девиз» колхоз йӗркеленнӗ, каярах ӑна «25-е Октября» ят панӑ. Администраци енӗпе ял XIX ӗмӗртен 1925 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗн Тӗмер тата Кивӗ Тябердин вулӑсӗсем йышне кӗнӗ, 1925–1927 ҫулсенче — Тӗмер вулӑсне , 1927–1935 ҫулсенче тата 1962–1965 ҫулсенче — Канаш районне, 1935–1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Тӑвай районне кӗнӗ.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 595 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 283-шӗ арҫын, 312-шӗ хӗрарӑм пулнӑ. Кайранхи даннӑйсемпе халӑх йышӗ 515 ҫын пулнӑ. Ытларахӑшӗ — вырӑссем, ҫавӑн пекех чӑвашсем те пурӑнаҫҫӗ.
Ҫулсемпе халӑх йышӗ улшӑнни:
2010 ҫулхи даннӑйсемпе ялта шкул, ача сачӗ, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спорт лапамӗ, ҫыхӑнупа Перекет банкӗн уйрӑмӗсем, лавкка, икӗ суту-илӳ павильонӗ тата икӗ киоск ӗҫленӗ.
Экономика никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. 2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта «Можарский» ЯХПК ӗҫленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми