Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Михайлов Спиридон Михайлович


Михайлов Спиридон Михайлович, — чӑваш историкӗ, этнограф, ҫыравҫӑ. 1821 ҫулхи раштавӑн 16 Чикме уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Юнкӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1861 ҫулхи кӑрлачӑн 15 Чикме хулинче вилнӗ.

Кунҫулӗ

Ачаллах вӑл Чикме хулинчи пӗр ҫын патӗнче тарҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫав хушӑрах хӑй тӗллӗн ҫырма-вулама вӗреннӗ. Вунтӑватӑ ҫула ҫитсен Чикмери судра малтан ҫыруҫӑ ҫумми, кайран ҫырусӑ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Пыра-киле Янтуш пысӑк пӗлӳллӗ, ӑнӑҫлӑ ҫыравҫӑ, историк, этнограф тата фольклорист пулса тӑнӑ.

1854 ҫултанпа Раҫҫейӗн географи обществи (РГО) членӗ-сотрудникӗ шутне илнӗ. 1859 ҫулта вӑл перлешӗвӗн кӗмӗл медальне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Ҫыравҫӑ ӗҫӗпе ӗҫленӗ, 1842 ҫултанпа юлашки кунӗсемченех Чикмери замской сучӗнче куҫаруҫӑ пулса ӗҫленӗ. Судра вӑл чӑваш чӗлхинчен куҫарнӑ, письмоводитель пулнӑ.

1852 ҫултанпа этнографи, истори, географи тата статистика тӗлӗшӗнчен статьясемпе заметкӑсем ҫырма пуҫланӑ. Вӗсенче вӑл ытларах енӗпе вирьял чӑвашӗсен, туҫи марисен тата Чикме уесӗ_Чикмепе Шупашкар уесӗсен вырӑсӗсене сӑнласа кӑтартнӑ. Сӑкӑт, Пипарс, Ишек (паттӑр) тата ытти чӑваш паттӑрӗсем ҫинчен чылай хайлавсем пуҫтарнӑ, пичетлесе кӑларнӑ.

«Историко-этнографический очерк быта чуваш» пӗтӗмлетнӗ ӗҫне ҫухатнӑ. Унта ҫырни хирӗҫӳллӗ пулнӑ, ытларах енӗпе христиан тӗнне хисеплесе, ҫав енченех культура ҫитӗнӗвне, хута вӗрентессине пысӑклатма майсем ҫукрах тесе ҫырнӑ.

С.М.Михайлов-Янтуш ҫармӑссем ҫинчен те нумай ҫырнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем ӑна хӑйсен ҫыравҫӗ вырӑнне хурса хисеплеҫҫӗ.

Ӗҫӗсем


 
Категорисем: Юнкӑпуҫ ҫыннисем, Ҫыравҫӑсем, Историксем

Тулли верси :: Статья каҫми