Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Мемешкасси


Мемешкасси
Ял ҫумӗнче ача ҫӑви текен вырӑн пур. Ӗлӗк унта тӗне кӗмесӗр вилнӗ ачасене пытарнӑ.
Мемеш вӑл – ҫын ячӗ. Мемешпе Мишер сӑртра, Мемеш ялӗнчен кӑнтӑрарах, пурӑннӑ. Мемеш пуян пулнӑ, хӑй пӗчченех пурӑннӑ. Ун патне ҫынсем авланма хӗр тупса пама пынӑ. «Э-э-э, пӳрни пӳрт хыҫнех килӗ-ха», – тесе каларӗ тет Мемеш. Хӗрне тупса илсе пычӗҫ тет. «Сана хӗр кирлӗ-и, ҫук-и?»- тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑл выртать кӑмака ҫинче. «Пӳрни кӑмака ҫинех килсех выртӗ-ха», – тесе. Хӗре хурса пачӗҫ кӑмака ҫинче. Ҫавӑнтанпа Мемеш иккӗн пурӑнма пуҫланӑ ҫамрӑк арӑмпа. Вӗсен виҫӗ ывӑл пулнӑ, кайран виҫӗ кин кӗртнӗ.
Тӗпсакайӗнче Мемешӗн виҫӗ пичке тӑнӑ. Пӗр пичкине никама та уҫма хушман. Пӗр кинӗ тӗпсекайне сӑра ӑсма ансан чӑтаймасӑр пичкере мӗн пурине пӗлме уҫса пахма шутланӑ. «Мӗншӗн ати ку пичкене уҫма хушмасть-ши?»- шухӑшланӑ вӑл. Пынӑ та уҫнӑ. Пичкерен темӗскер кӑваккӑн-симӗссӗн вӗҫсе тухса кайрӗ тет. Ҫавӑн хаҫҫӑн Мемеш кунсеренех чухӑна ере пуҫларӗ тет. Юлашкинчен пӗр нимсӗр юлчӗ тет. Кинӗнчен ыйтать тет. «Эсӗ ҫав эп уҫма хушман пичкене уҫрӑн пуль», – тесе калать тет. Лешӗ пӗр суймасӑр каласа пачӗ тет хӑй уҫнине. Ҫавӑнтанпа Мемешкасси ҫыннисем чухӑн пурӑнма пуҫланӑ тет.
И.Д.Никитин-Юркки ҫырса илнӗ.– ЧПГӐИ ӐА, II, 26, 49-50 с.


 
Категорисем: Красноармейски районĕ, Мемешкасси ялĕ

Тулли верси :: Статья каҫми