Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Линкка-линкка - Стас Владимиров


Линкка-линкка авкаланма юман хӑма кирлӗ
Халь те юман, халь те юман, тата юман кирлӗ

Выляр-и, кулар-и?
Туссем пӗрле савнар-и?
Юрлар-и? Ташлар-и?
Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?

Йӑкӑш-якӑш шуҫкалама яка хӑма кирлӗ
Халь те яка, халь те яка, тата яка кирлӗ

Выляр-и, кулар-и?
Туссем пӗрле савнар-и?
Юрлар-и? Ташлар-и?
Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?

Тапӑр-тапӑр ташлама кӗмӗл пушмак кирлӗ
Халь те кӗмӗл, халь те кӗмӗл, тата кӗмӗл кирлӗ

Выляр-и, кулар-и?
Туссем пӗрле савнар-и?
Юрлар-и? Ташлар-и?
Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?

Чуп-чуп чуп тума чипер хӗрӗ кирлӗ
Халь те чипер, халь те чипер, тата чипер кирлӗ

Выляр-и, кулар-и?
Туссем пӗрле савнар-и?
Юрлар-и? Ташлар-и?
Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?

Чӑваш эстради<Чӑвашла юрӑсен лирики<Стас Владимиров



Тулли верси :: Статья каҫми