Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Курса нихҫан тӑранайми илем...


Шӑвать те шӑвать никама пӑхӑнман аспӑ вӑхӑт, ҫул ҫумне ҫул хушать те кун-ҫулӑмӑра ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен пуянрах тӑвать. Акӑ ӗнтӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Ваҫлей Кервен те, ӗлӗкхи грексем калашле, чӑн-чӑн ӑсчах шайне — 60 ҫула — ҫитрӗ. Ӗнтӗ хӑш-пӗр ҫитӗнӳпе ҫухатӑва та палӑртма вӑхӑт, вара малашнехи утӑмсене шутласа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳ ҫинчен ӗмӗтленмелле. В.Кервен паян сывлӑхран та кервен, ӑс-тӑнпа кӑмӑл-сипет енчен те илпек. Апла поэзи лавне унчченхи пекех тӗплӗн, васкамасӑр та сулӑнка ҫаптармасӑр туртма мехелӗ пур.
Поэзи ҫулӗ ҫине тӑма, ун пархатарне мӗн ватӑличчен курма, паллах, поэт пулса ҫуралмалла. Ҫапах ун маҫтӑрлӑхне алла илме нумай ӗҫлемелле, вӗренмелле. Куллен-кунхи пурнӑҫра мӗн чухлӗ кукӑр-макӑр, кӗтмен-туман чӑрмавсем сиксе тухаҫҫӗ е сӑвӑ ҫырма чӑрмантаракан, ӗҫлӗ вӑхӑта туртса илекен савӑнӑҫлӑ кунсем ҫитсе ҫаврӑнаҫҫӗ?! Анчах, телее, В.Кервенӗн поэзире сумлӑ утӑмсем тума хавхалантарса пыракан аслӑ та ӑслӑ юлташӗсем яланах ҫумра пулнӑ. Вӗсен шутӗнче Ю.Айдаш, П.Афанасьев, Н.Теветкел. Акӑ поэтӑн курӑмлӑ пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗсене еплерех хак парать Чӑваш халӑх поэчӗ П.Афанасьев: «Васкамасӑр, тӗплӗн шухӑшласа, сӑмахсемпе тирпейлӗн усӑ курса ҫырать В.Кервен. Хӑй хускатнӑ пӗр-пӗр япалара е пулӑмра философилле тӗвӗ тупма тӑрӑшни, ҫавӑн ҫинчен ыттисем пек мар, хӑй куҫӗпе курса, хӑй евӗрлӗ каласа пама пултарни савӑнтарать ун пултарулӑхӗнче. ...Шансах тӑратӑп: вӑл малашне те поэзире ҫанӑ тавӑрса ӗҫлӗ, вулакана хитре йӗркесемпе, тарӑн шухӑшлӑ произведенисемпе савӑнтарӗ».
В.Кервен хӑйӗн аслӑ юлташӗн шанчӑкне тӳрре кӑларчӗ.
Ю.Айдаш ҫамрӑк поэтӑн пуҫламӑш утӑмӗсем пирки ҫырнӑ самай пысӑк тишкерӳсене вулатӑн та тӗлӗнетӗн: мӗнле витӗр курса тӑнӑ вӑл В.Кервен малашлӑхне: унӑн хӑйне евӗр пултарулӑхне ӑнланма, ӑна аталантарма тӑрӑшнӑ.
Унтанпа нумай ӗҫлерӗ поэт. Хӑй те «Ҫилҫунат» журналӑн пай редакторӗ тата ЧР Писательсен союзӗн литконсультанчӗ пулнӑ май ҫамрӑк ҫыравҫӑсене хавхалантарса пычӗ. Манӑн ӑраснах В.Кервенӗн «Ҫынсем» сӑвӑлла роман-эссине палӑртас килет. Н.Теветкелпе килӗшетӗп: унта этемлӗх синкерлӗхӗн вӑрттӑнлӑхӗ сисӗнет. Пӗр-пӗр халӑх пӗтнине пысӑк юханшыв типсе ларнипе танлаштарать поэт. Ку хайлава чӑваш литературинче хӑйне евӗр ҫитӗнӳ теме пулать. Анчах — темрен килет ӗнтӗ ку — В.Кервенӗн «Ҫынсем» романне халиччен те тивӗҫлӗ те вырӑнлӑ хак параймарӑмӑр-ха. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр ҫыравҫӑн ытлаван кӗпере салатса-ватса пӑрахнӑ евӗр выртакан, ӑсчах та ӑнланмалла шр япалисене ҫынна йӑлӑхтариччен каҫса кайса мухтатпӑр, вулакана тӑван чӑваш поэзийӗнчен пистеретпӗр.
В.Кервен поэзи ҫӑлкуҫне таҫта шыраса ҫӳремест — тӑван халӑхӑмӑрӑн, уйрӑмах анатрисен хӑйне евӗр ҫемҫе те витӗмлӗ, сӑнарлӑ та кӗскен янӑракан сӑмахлӑх ҫупҫинчен суйласа илет:

Тути-ҫӑварӗ пӗрӗнчӗклӗ енчӗк
Чухах чухне те, чун, ан чухӑнлан,
Сӗтел, тӑватӑ хӗрӗн пӗр пӗркенчӗк,
Пухинччӗ ырӑ ҫынсене ялан.
Пӗрле пурнас та уйрӑммӑн вилем, —
Туссемӗр, ҫакӑ маншӑн тӗп илем!

Ҫак йӗркесене ӑнлантарса пама та кирлӗ мар, критик пек шӗкӗлчесе, чӑмласа пӗтерсен ун техӗмӗ пӗтет. Анчах юлашки икӗ йӗрки пирӗн пурнӑҫӑн философине чӑн-чӑн чӑвашла, уҫӑмлӑ та илемлӗ уҫса парать.
Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче В.Кервенӗн «Хӗври хӗвел» кӗнекине кӑштах тишкернӗччӗ. Паян та, темиҫе ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, хаклавӑм улшӑнман.
Самана хӑй ыйтнине тивӗҫтеретех. Кашни тапхӑрӑн хӑйӗн татса памалли ыйтӑвӗсем, апла тӑк хӑйӗн паттӑрӗсем, хӑйӗн сӑвӑҫисем. Паян та пуҫ тавра ҫавӑрса шухӑшламалли туллиех. Ҫавсем мар-и поэзире философилле лирика текеннине малти рете кӑларчӗҫ? Чӑваш поэчӗсем те самана ыйтӑвӗсене тӳртӗн тӑмаҫҫӗ: философилле лирика енне туртӑнакансем хушӑнсах пыраҫҫӗ. Анчах сулӑмлӑ шухӑша поэзи ҫунаттисем ҫине лартса инҫе вӗҫтерме, паллах, хӑйне евӗр ӑсталӑх кирлӗ. Ман шутпа, ҫак ӑсталӑха алла илнӗ поэтсенчен чи малтан В.Кервене асӑнмалла.
Пирӗн несӗлсем чун ӑшшине хӗври хӗвел тенӗ. Аслӑ Хӗвел тӗнчене ӑшӑтать тӗк пӗчӗк хӗвел — чун ӑшши — ҫумри тус-пӗлӗше ӑшӑтмалла, тепӗр чух кӳтсе килен чун-чӗрери тӗвве салтса ямалла, шанчӑкне ҫухатнӑ ҫынна тепӗр хут пурнӑҫа юратма вӗрентмелле.
В.Кервен калас текен шухӑша япаласен аталанӑвӗн шалти логикине шута илсе ҫын умне кӑларма пӗлет: уйрӑм пулӑмсене пӗтӗҫтерсе тӗнчене ывӑс ҫинчи пек уҫӑмлӑ кӑтартать, ҫав вӑхӑтрах куҫсем тӗнчене алмаз пек пайӑн-пайӑн касса кӑтартма та пултараҫҫӗ иккен.
«Хӗври хӗвел» кӗнекен тӗп шӑнӑрӗ, ман шутпа — ҫынлӑх теми. Чул хушшинче-и поэт, чун хушшинче-и, ҫуркуннепе тӗнче чӗрӗлет-и, кӗркуннепе хурсем пусаҫҫӗ-и — кашни сӑвва сӑрхӑнса кӗрет ҫынлӑх тени. Япала вӑл сахал чухне нумай калаҫтарать. Чакса пымасть-и пирӗнте чунлӑх, ҫунса каймасть-и пирӗнтӗ ҫынлӑх?
Акӑ Даниэль Дефон Робинзонӗ сунарта качака тытать, путеккине алла вӗрентет. Сӗчӗ кӑна мар — чун йӑпанчӑкӗ те пултӑр! Хальхи Робинзон вара вӗлернӗ амӑшӗ умӗнче куҫран пӑхса тӑракан пӗчӗк путеке те аш тӑвасшӑн.
Робинзонӑн куҫӗнче куҫҫульччӗ,
Ку вара — сунар ӑннишӗн кулчӗ.

Ун пек ҫынпа ҫула тухма мар, кӳршӗллӗ пурӑнма та хӑрушӑ. Чун тени вӑл — те матери, те ӑс-пуҫ шухӑшласа кӑларнӑ япала кӑна? Ӑна тытса пӑхма та, курма та ҫук. Анчах поэт ҫырса кӑтартнӑ Робинзонсен чунӗ ҫуккине турех куратӑн...
Пурнӑҫ, паллах, ҫухатусӑр, хуйхӑсӑр иртмест. «Ҫын хуйхине ҫын. ӑнланми пулсан этемлӗх пӗтет вара», — тенӗ ӗлӗк чӑвашсем. Сыхлӑх Кӗнекине (Красная Книга) чи малтан ҫынлӑх, чунлӑх текеннине ҫыртарса хурас килет. Вара ӳсентӑран, кайӑк-кӗшӗк ячӗсене ҫырса кайма та кирлӗ марччӗ.
Нумай чухне эпир ҫынна пурӑннӑ чухне тивӗҫлӗ хак параймастпӑр. Вӑл кӑна-и?
Шалти культура ҫитменнипе-ши е пурӑнма васканӑран — пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ несӗлсене те асра тытаймастпӑр. Пирӗнтен кам паян алла кӑкӑр ҫине хурса пӗр-икӗ сыпӑк каярахри тӑвансен, мӑн асатте-асаннесен вил тӑпри ӑҫтине кӑтартма пултарать? В.Кервен «Чӗрӗ тӗвӗ» сӑввинче масар ҫинче кӗтӳ ҫӳренине ӳкерсе кӑтартать. Выльӑхсем таптаса ҫӳреҫҫӗ тӑлӑх вил тӑприсене... Хӑвӑн тӑпру ҫинче те сыснасем ҫӳреме пултарассине чухласа илетӗн те — чун тӑвӑрланса килет. Ку е вӑл халӑхӑн культури мӗн шайра тӑнине Аристотель масар тирпейӗнчен чухланӑ.
Вилнисене хисеп тумасӑр
Хаклайӑн-и чӗррисене?

Куратпӑр: поэт пӗчӗк сӑвӑрах пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ ыйту хускатать. Чӑваш халӑхӗшӗн ку уйрӑмах кирлӗ. Ҫакӑ мар-и поэзин пурнӑҫри тӗп вырӑнӗ?! Шухӑшлаттаракан вырӑн кӗнекере ҫителӗклех.
Калас тенӗ сӑмаха поэт кӑшкӑрса, ҫӗлӗк ывӑтса е хӑш-пӗр сӑвӑҫ пек пурнӑҫа кӳренсе, нӑйкӑшса мар, ялти хисепле ватӑ пек лӑпкӑн калать. Пылаклатса каланӑ вырӑнсем те ҫук. Тӗнчене мӗн тума ытлашши хитрелетсе кӑтартмалла? Вӑл ахаль те хитре, ӑна талантлӑн кӑна вулама пӗлмелле. В.Кервен сӑввисем чӑнлӑх картинчен тухса каймаҫҫӗ. Ҫавӑ паха,
В.Кервен ытларах чухне сюжетлӑ сӑвӑсем ҫырать, сӑмах мӗн ҫинчен пынине асра тытса юлма пулать. Вӑл час-часах чуна сӗртӗнме ӑсталӑх ҫитерет. Тӗслӗхшӗн «Анне сехечӗн» юлашки ҫаврӑмӗ:
Ак тамаша, такам юсанӑн
Пуҫларӗ шаккама сехет.
...Ҫук ҫав, ӑш-чик вӑркать те манӑн,
Чӗремҫӗм хытӑрах сикет...

«Таврӑну» сӑвӑра шӑн пӑрлӑ сӑртран ҫунашкапа тӑнкӑртатса анни куҫ умне тухать, вӗҫӗнче поэт пире унтан чӗрепе шуса антарать.
В.Кервен ҫивӗч туйӑмлӑ лирик тата чӗлхе ӑсти. Шухӑшӑн анлӑшӗ чӗлхере те палӑрать ҫав. Пуплеве татӑкӑн-татӑкӑн вакламасӑр, сӑнарлӑ та янӑравлӑ, пуян рифмӑллӑ вӑрӑм ҫаврӑмсем йӗркелет, пӗрре те тертленни сисӗнмест. Акӑ яш чухне ҫырнӑ «Хур кайӑк ҫулӗ» сӑвӑри йӗркесем:
Такам юри, ҫил вӗрнӗ майӑн,
Пӑлхатнӑ пек вучах кӗлне,
Вак ҫӑлтӑрсен карти нумаййӑн
Тӳрех капланчӗ куҫ тӗлне.

Ҫавӑнтах:
Юлташӗсем унран салхуллӑн
Вӗҫсе иртеҫҫӗ те вӑрах,
Имшер ҫунаттипе ал сулнӑн
Чирли тӑрса юлать хӑрах.

Салху шухӑшлӑ пулсан та сӑвӑ ҫӑмӑллӑн вуланать, йӗркисен вӗҫӗсем те пурте тенӗ пекех тӗрлӗ пуплев пайӗсемпе туллин мӑшӑрланаҫҫӗ.
Пӗр-пӗр тӗлте янӑравӗ кӑштах ҫитеймесен ун ҫумне поэт шалти састаш хушать:
...Хӗрсен вӑр-вар-ҫке ал-ури
Эх, кантӑкӗ тасз та ҫутӑ!
Сисмен те вӗсенчен пӗри -
Ман кӑмӑлах асамлӑн ҫунӑ.

Куҫпа кӑна асӑрхамастпӑр, хӑлхана та лӑпкать: «таса та ҫутӑ — асамлӑн ҫунӑ». Акӑ тата:
...Вӑрахран каллех килсе тухатӑп
Чӑнкӑ сӑртӑн ҫӳллӗ ҫамкине.
Вӑл паян та ҫивӗч шӑн тумхахлӑ,
Чул тӑкаҫҫӗ тейӗн ҫул ҫине.

«Тухатӑп — тумхахлӑ» ҫырлахтарсах ҫитереймен курӑнать поэта, янӑрава «вӑрахран — вӑл паян» сӑмахсемпе вӑйлатнӑ, йӗркисен пуҫламӑшӗсем те «в,ч,в,ч» саспаллисемпе черетленеҫҫӗ.
Монгол поэзийӗнче рифмӑсем пуҫламӑш йӗркене килеҫҫӗ. Ҫаксене мӗн тума илсе кӑтартатӑп-ха? Юлашки вӑхӑтра тирпейсӗр ҫыракансем йышланчӗҫ. Ырӑ тӗслӗх камран илмелли хальхаҫҫӑн та пур пирӗн: Ю.Сементер, Н.Теветкел, Ю.Айдаш, П.Афанасьев. Вӗсен шутне пӗр иккӗленмесӗрех В.Кервене кӗртетӗп.
В.Кервен. поэт ҫеҫ мар — ҫивӗч ыйту ҫӗклекен критик та, публицист та. «Лава пӗрлех туртасчӗ» (Ялав, 1989, ҫӗртме), «Хура ҫеҫ ан пултӑр» (Тӑван Атӑл, 1990, пуш) сумлӑ статйисем лӑпкӑ мар вӑхӑтра тухрӗҫ. «Кирлӗ мар пире пӗрлӗх!» — кӑшкӑрашрӗҫ хӑшӗсем. Ҫапла майпа хӑйсене кирлишӗн Писательсен союзне ваклама шульӑксене ҫул уҫса пачӗҫ. Виҫҫӗ таран вӗсем халь, ӑмӑртмалла илеҫҫӗ хӑйсен йышне. «Урамран» та. Союз билечӗсене сутаҫҫӗ текен сас-хура та пур. Ҫыравҫӑсене укҫа-тенкӗпе патшалӑх шайӗпе пулӑшсах кайманшӑн пӑшӑрханса калаҫатпӑр тата. Пурин кӑмӑлне те ӑҫтан тупса пӗтерӗн?
Хальхи илӗмлӗ литература чӗлхи пирки те тахҫантанпах шарламастпӑр. Поэт, чӗлхе ӑсти хӑйӗн сӑмахне малашне те ҫирӗппӗн каласса шанас килет. Тишкерӗве, критиксене юрӑхлӑ, сумлӑ хайлавсем ҫук тетпӗр те — сапӑр пулатпӑр.
Китайра 60 ҫул тултарни ҫӗнӗрен ҫурални шутланать. «Илем» рапсодире поэт ҫапла ҫырнӑччӗ:
«Ӑша лӑш янӑ хӑш-пӗр ӑш сӑмах
Тин ӑшаланӑ аш-пӑшран та тутлӑ», —
Тени килет пӗр вӗҫӗм асӑма.
Эп усала унпа сирес ыр шутлӑ.
Ҫут тӗнчере чи ҫивӗчскер, чӗлхем,
Вӗҫтертӗр шурӑ катаран илем.

Апла Ваҫлей Кервен «курса нихҫан тӑранайми илем» техӗмлӗ поэзи сипечӗпе пирӗ малашне тата ытларах савӑнтарасса шанас килет.

Николай Исмуков,
Чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ


 
Категорисем: Кервен Василий Гаврилович

Тулли верси :: Статья каҫми