Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Клементьев Валерий ЛеонидовичКлементьев Валерий Леонидович — чӑваш юрӑҫи, общество ӗҫченӗ. «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи обществӑлла организацийӗн президенчӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданинӗ.
Клементьев Валерий Леонидович 1965 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ.
1980 ҫулта Тури Ачакри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула тата 1982 ҫулта Хучашри вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ. Германире ҫарта пулнӑ. Служба хыҫҫӑн Николаевскинчи культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ.
Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Тӑваттӑмӗш курс студенчӗ чухне «Ҫавал» ансамбльте ӗҫленӗ. Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗн вокал уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. 2018 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «философи, этика тата тӗн пӗлӗвӗ» хатӗрлев енӗпе аспирантурӑна вӗренсе пӗтернӗ.
Нумай ҫул Сарӑтура пурӑннӑ, «Аншлаг 94» концерт организацийӗнче ӗҫленӗ. Сарӑтури чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа — Чӑвашсен федерацири автономийӗн членӗ.
2018 ҫулхи авӑнран пуҫласа — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫак вырӑна пушатнӑ.
2013 ҫултанпа Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ пулнӑ. 2021 ҫулхи юпара конгресӑн XI съездӗнче организацин президенчӗ пулма суйланӑ.
Чӑваш наци конгресӗ — чӑваш халӑхӗн пултарулӑх тата наципе культура потенциалне пӗрлештерме 1992 ҫулта йӗркеленӗ регионсем хушшинчи обществӑлла организаци. Организацие Шупашкарта регистрациленӗ. Раҫҫей регионӗсенче чӑвашсен ҫӗр ытла наципе культура автономийӗ ӗҫлет.
Организацин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — чӑваш культурине аталантарасси тата чӗлхене халӑх хушшинче сарасси. Конгресс регионсенчи чӑваш пӗрлешӗвӗсемпе, ҫав шутра Чӗмпӗр облаҫӗнчисемпе те, хастар ӗҫлет.
Клементьев Валерий «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Етӗрне районӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн «Садовое» пуҫламӑш уйрӑмӗн секретарӗ шутланать.
Клементьев Валерий — профессионаллӑ юрӑҫ, чӑваш эстрадин ӑсти. Унӑн пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ студент ҫулӗсенче «Ҫавал» ансамбльте пуҫланнӑ. 2025 ҫулхи «Наципе культура пӗрлешӗвӗсенче лайӑх ертсе пынӑшӑн» номинацире III степеньлӗ лауреат пулса тӑрать.
Тулли верси :: Статья каҫми