Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Каях (Николай Карай)


Пӑтратрӑн кӑмӑла, —
Ҫынсем ыйтсан, мӗн тес.
Юратура ытла
Мула хакларӑн эс.
Каях, сана валли
Пулмарӗ мулӑм ман.
Ман юрату валли
Пулмарӗ вырӑн сан.
Пӳлместӗп сан ҫулна
Каях, мана эс ман.
Ҫула каякана
Хаяр сунма хушман.
Каях, эп пӑлханса
Пӑхса юлам хыҫран.
Чуна ыраттарса
Эс тухӑн ман асран.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми