Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Йӗкӗрвар


Йӗкӗрвар (выр. Игорвары) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи ял. Йӗкӗрвар ял поселенийӗн административлӑ центрӗ.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче, район центрӗнчен — Ҫӗрпӳ хулинчен — хӗвелтухӑҫ-кӑнтӑрхӗвелтухӑҫ еннелле 13 км аякра вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине, Шупашкар хулине, ҫитме — 54 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине — 23 км.

Ял ячӗ чӑваш сӑмахӗсенчен пулнӑ: йӗкӗр («иккӗллӗ, пара, юнашар») тата вар («ҫырма»).

Историйӗ

Ял 1859 ҫултанпа Шӗнер ялӗн выселокӗ пек паллӑ. Ӗлӗкхи ячӗсем: Игор-Вары (1897), Игр-вар, Игыр-вары, Игор-варье.

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ, 1866 ҫулчен вӗсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх усрасси.

Ялта Сӑваплӑ Асамҫӑ Николай чиркӗвӗ ӗҫленӗ (1900–1929). 1891 ҫултанпа ҫыру-вулав шкулӗ, 1905 ҫултанпа Халӑх вӗрентӗвӗн министерствин шкулӗ, 1908 ҫултанпа икӗ класлӑ училище, 1934 ҫултанпа ҫичӗ класлӑ шкул ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Шурӑмпуҫ» колхоз йӗркеленнӗ.

Административлӑ майпа ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Шӗнер тата Ҫӗрпӳ вулӑсӗсене (XIX ӗмӗр — 1927), Ҫӗрпӳ районне (1927–1944, 1959 ҫултанпа), Чурачӑк районне (1944–1959) кӗнӗ.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 385 ҫын пурӑннӑ (183 арҫын, 202 хӗрарӑм). 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 462 ҫын. Ҫӗнӗрех даннӑйсем тӑрӑх, ялта 320 ҫын яхӑн пурӑнать. Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ (2002 ҫулхи халӑх шутлавӗпе — 100%).

Халӑх шучӗ ҫулсем тӑрӑх улшӑнни:

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

Ялта шкул, ача сачӗ, фельдшер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ, стадион, спорт лапамӗ, икӗ лавкка пур.

Экономика

Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. 2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта «Вурнарец» тулли мар яваплӑ общество тата «Иванов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Йӗкӗрвар

Тулли верси :: Статья каҫми