Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Илле Тукташ тусӑма (Василий Давыдов-Анатри)
Илле Тукташ 100 ҫул тултарнӑ май
Сӑвви: Ваҫлей Давыдов-Анатрин
Кӗвви: Виктор Михайлов-Ярушкинӑн
.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.
Мӗн чуль илем тавралӑхра —
Ытарайми чӑвашлӑхра.
Эпир юлхав ҫынсем пулман,
Атте-анне ятне яман.
.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.
Асаттесен пиллӗхӗпе,
Хӗру чӗремӗр хушнипе
Ҫут ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑрар —
Тӑванлӑха упрар — сыхлар!
.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.
Тулли верси :: Статья каҫми