Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Захаров Кузьма Кириллович


Захаров Кузьма Кириллович — совет саманин тата Раҫҫейӗн тӑпра тӗпчевҫи, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (2004), профессор (2005). Вӑрман тӑприсен экологийӗ, вӑрман хуҫалӑх производствине химизацилесси тата вӑрман лартас материала ӳстерессине хӑвӑртлатасси енӗпе специалист. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1939 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССР Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ.

Ҫӗнӗ Шелттемри ҫичӗ ҫул вӗренмелли тата Сиккассинчи вӑтам шкулсене вӗренсе пӗтернӗ (1957). Ҫав ҫулах Омск хулинче Хӗвеланӑҫ-Ҫӗпӗр чукун ҫулӗнчи 22-мӗш ҫул-йӗр машинӑсен станцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1958 ҫулхи кӗркунне Совет Ҫарне чӗнсе илнӗ, унта вӑл виҫӗ ҫул хушши полк шкулӗн курсантӗнчен пуҫласа рота старшинине ҫити ӳснӗ.

Демобилизаци хыҫҫӑн Йошкар-Ола хулинчи М. Горький ячӗллӗ Атӑлҫи вӑрман-техника институтне вӗренме кӗнӗ, ӑна вӑл 1966 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1971 ҫулта ҫавӑнтах куҫумсӑр майпа аспирантурӑра вӗренсе пӗтернӗ.

1966 ҫултан пуҫласа 1981 ҫулччен Чӑваш АССР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинче аслӑ тӑпра тӗпчевҫи, унтан вара вӑрманти тӑпрапа хими лабораторийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 1974 ҫулхи раштавра В. И. Ульянов-Ленин ячӗллӗ Хусан патшалӑх университетӗнче биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑслӑлӑх степенне илме «Чӑваш АССР туҫи юманлӑхӗсен тӑприсем, вӗсене лайӑхлатас тата унта ӳсекен вӑрмансен тухӑҫлӑхне ӳстермелли мелсем» темӑпа диссертаци хӳтӗленӗ.

1981 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн (Йошкар-Ола) вӑрман тӑприн тӗпчевӗн, экологин, тӑпра пӗлӗвӗн тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин кафедрин доценчӗ пулсса ӗҫленӗ. 2004 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Хусан патшалӑх университетӗнче «Чӑваш Ен вӑрманӗсен тӑприсем тата вӗсемпе тӗрӗс усӑ курмалли мелсем» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

2004 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тӑпра пӗлӗвӗпе агрохими кафедрин профессорӗ, ҫӗр ресурсӗсене тытса пырас технологисен кафедрин пуҫлӑхӗ. 2007 ҫултанпа — Шупашкарти политехника институчӗн (Мускаври патшалӑх уҫӑ университечӗн филиалӗ) социаллӑ экологи кафедрин профессорӗ.

Ӑслӑлӑх ӗҫ-хӗлӗ

Кузьма Кириллович Захаров Чӑваш Енри тата Вӑтам Атӑлҫири вӑрман тӑприсен экологине тӗпчес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл вӑрман хуҫалӑх производствине химизацилес, вӑрман лартас материала ӳстерессине хӑвӑртлатас, ҫавӑн пекех вӑрман отраслӗн специалисчӗсене хатӗрлес ыйтусемпе ӗҫленӗ.

120 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн тата 20 вӗренӳпе меслетлӗх пособийӗн, ҫав шутра 3 монографин авторӗ шутланать.

Хисепӗсем

Тӗп ӗҫӗсем


 
Категорисем: Ҫӗнӗ Шелттем ҫыннисем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем

Тулли верси :: Статья каҫми