Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Етӗрне районӗ


Етӗрне районӗЧӑваш Енӗн пайланӑвӗ, 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27 туса хунӑ. Ҫӳрҫӗр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаҫнӑ, хӗвеланӑҫ енче — Чулхула облаҫӗпе. Хӗвелтухӑҫ енче Муркаш районӗ, кӑнтӑрта Хӗрлӗ Чутай районӗпе Елӗк районӗ вырнаҫнӑ. Район лаптӑкӗ 897,5 км2. Район администрациӗ Шупашкартан 79 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ.

Район пуҫлӑхӗ, депутатсен Пухӑвӗн пуҫлӑхӗ - Краснов Александр Андреевич
Район администраци пуҫлӑхӗ — Кузьмин Владимир Николаевич.

Район тӑрӑх Сӑрпа Вылӑ юханшывсем юхаҫҫӗ. Район климачӗ вӑтам континентлӑ. Хӗлсен тӑршшӗ вӑрӑм, ҫусем ӑшӑ, хӑш-пӗр чухне шӑрӑх та. Утӑ уйӑхӗнче вӑтам температура 18,6°С танлашать, кӑрлач уйӑхӗнче — -13°С. Чи пӗчӗк температура -44°С пулнӑ, чи пысӑкки — 38°С.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хыпарсем

Район хыпарӗсем


 
Категорисем: Етӗрне районӗ

Тулли верси :: Статья каҫми