Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Дворник (Николай Карай)
Ӑна кӗтетчӗ кӗреҫе.
Кӗтетчӗ шӑпӑр паҫӑрах.
Вӗсем патне васкать ӗҫе,
Шуҫӑм килни курӑнсанах.
Вӑл дворник. Эп чунтан-вартан
Куллен мухтатӑп ун ӗҫне.
Хула сӑнне, вӑл пулмасан,
Туса та хурӗҫ ҫӳп айне.
Тулли верси :: Статья каҫми