Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Гурьева Маргарита Валентиновна


Гурьева Маргарита Валентиновна — чӑваш актриси, журналисчӗ, сӑвӑҫи, РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1979 ҫулта Анатри Кипекҫири вӑтам шкултан, 1985 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1994 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне туптанӑ.

1979–2002 ҫулсенче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх пуканесен театрӗнче актриса пулса ӗҫленӗ.

1980–2005 ҫулсенче Чӑваш телекуравӗнче «Пӗрле ларса ӗҫлер-ха» кӑларӑма ертсе пынӑ.

2009 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет.

Пултарулӑхӗ

М. Гурьева 1997 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юмахсем, пьесӑсем ҫырса темиҫе кӗнеке кӑларнӑ.

Сӑввисемпе композиторсем 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.

Вӑл — А. Талвир ячӗллӗ республика премийӗн тата Эмине ячӗллӗ Пӗтӗм чӑвашсен наци премийӗн лауреачӗ.

Паллӑрах кӗнекисем

Каҫӑсем


 
Категорисем: Гурьева Маргарита Валентиновна

Тулли верси :: Статья каҫми