Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.
64§. Хушу наклоненийӗнчи глаголсенче 3-мӗш сӑпатра хытӑ сыпӑк хыҫҫӑн -чӑр, ҫемҫе сыпӑк хыҫҫӑн -чӗр ҫырмалла: вула — вулаччӑр, итле — итлеччӗр.
65§. Хальхи вӑхӑтри глаголсене тулли формӑра ҫырмалла, вырӑнти калаҫури пек кӗскетме те, вӑрӑмлатма та юрамасть.
_Пӗрреллӗ хисеп_
1-мӗш сӑпат вулатӑп (вулап мар), вуламастӑп (вуламас, вуламасп, вуламап мар)
2-мӗш сӑпат вулатӑн (вулан мар)
3-мӗш сӑпат вулать (вулатӗ мар), вуламастъ (вуламаҫ, вуламас мар)
_Нумайлӑ хисеп_
1-мӗш сӑпат вулатпӑр (вулаппӑр мар)
2-мӗш сӑпат вулатӑр (вулаттӑр мар), вуламастпӑр (вуламаспӑр, вуламаппӑр мар)
3-мӗш сӑпат вулаҫҫӗ (вулаҫ, вулаччӗ мар), вуламаҫҫӗ (вуламаҫ мар)
66§. Темиҫе иртнӗ вӑхӑтри глаголсене 3-мӗш сӑпатра пурлӑ формӑра та, ҫуклӑ формӑра та тч-па ҫырмалла: ӑмсан — ӑмсанатчӗ, ӑмсанмастчӗ; килӗш — килӗшетчӗ, килӗшместчӗ.
67§. Кай глагола пӗрре иртнӗ вӑхӑтра й-па ҫырмалла: кай — кайрӑм, кайрӑн, кайрӑмӑр, кайрӑр, кайрӗҫ.
68§. Юрилӗх причасти аффиксне пурлӑ формӑра и сас паллипе, ҫуклӑ формӑра ӑ(ӗ) сас паллисемпе ҫырмалла: кур — куриш, курмӑш; илт — илтиш, илтмӗш (пул).
69§. Тухиччен, ҫитиччен, ҫийиччен йышши формӑсенче -аччен (-еччен) мар, -иччен ҫырмалла.
70§. -Сассӑн(-сессӗн) аффикса туллин те, кӗскен те ҫырма юрать: вуласассӑн е вуласан, чӗнсессӗн е чӗнсен.
71§. -Нӑҫемӗн(-нӗҫемӗн) аффикса туллин те, кӗскен те ҫырма юрать: пурӑннӑҫемӗн е пурӑннӑҫем, тӗрекленнӗҫемӗн е тӗрекленнӗҫем.