Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Вырӑскас Пикших
Вырӑскас Пикших (выр. Большие Бикшики) — Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи ял. Асхва ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.
Ял Шупашкартан 82 километрта, район центрӗнчен — Канаш хулинчен — 2 километрта вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцине ҫити 2 километр. Ял А-151 автомагистраль ҫумӗнче ларать. Ял хӗррипе Уҫырма юханшыв юхать.
Историри ячӗ — Большая Бикшиха (Большая Бикшера). Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1724 ҫулччен ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, ҫӗвӗ тата тимӗрҫӗ ӗҫӗ, кӑмпас ҫыхасси пулнӑ.
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ялта калач пӗҫерекен ҫуртсем, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, кӗрпе арманӗсем, лашапа ӗҫлекен тата шыв арманӗсем пулнӑ. 1902 ҫулта Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗн пӗр класлӑ шкулне уҫнӑ. 1930 ҫулта «Мотор» колхоз йӗркеленнӗ.
XVIII ӗмӗрте ял Сӗве уесӗнчи Хурамал вулӑсне кӗнӗ. XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Вӑрманкас Ухман, Ҫӗнӗ Мами, Ҫител, Шӑхасан вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа — Канаш районӗнче.
Халӑх йышӗн динамики:
Ялта чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем пурӑнаҫҫӗ.
Ялта «Мотор» ЯХПК, «Мотор» ТМЯП, «Аталану» ТМЯП ӗҫлеҫҫӗ (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх).
Ялта шкул, ача пахчи, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спорт площадки, ҫыхӑну уйрӑмӗ, 5 лавкка, обществӑлла апатланӑвӗн 2 предприятийӗ ӗҫлет.
Тулли верси :: Статья каҫми