Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Васильев Александр Георгиевич


Васильев Александр Георгиевич, — чӑваш кӗвӗҫи. 1948 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ, ҫавӑнтах 8 клас вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1981), М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ преми лауреачӗ («Весенние хороводы» хор кантатишӗн, 1982), Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк кӗвӗҫӗсен курав-конкурсӑн лауреачӗ (Иккӗмӗш струнӑллӑ квартетшӗн, 1969). 1997 ҫулта «Поклонение Земле и Предкам» ятлӑ хорпа солист валли ҫырнӑ концертшӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Ҫамрӑклах купӑспа вылянӑ, кайран — баянпа. 1963-1967 ҫулсенче Шупашкарти музыка училищин теори уйрӑмӗнче В. А. Ходяшев патӗнче вӗреннӗ. 1967-1972 ҫулсенче Мускаври Гнесинсен ячӗллӗ Музыкӑпа педагогика институчӗн композици класӗнче вӗреннӗ. 1982-2001 ҫулсенче — Чӑваш Енӗн кӗвӗҫӗсен пӗрлӗхӗн правлени пуҫлӑхӗ.

Ӗҫӗсем

Кӗвӗҫӗн чи пысӑк ӗҫӗ — Ҫ. Элкерӗн «Под гнетом» поэми тӑрӑх (либретто — Г. Краснов) ҫырнӑ 3 пайлӑ «Чакка» опера. Ӑна институтра Г. И. Литинский класӗнче ҫырнӑ. Оперӑри ӗҫсем Пугачев пӑлхавне пуcарнӑ хыҫҫӑн чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Чакка — хресченсен ертӳҫи.

Симфониллӗ ӗҫсенчен паллисем:

Паллӑ ӗҫӗсем шутне ҫавӑн пекех икӗ сюита — «Жаворонок», «Весенние хороводы» кантата — анатри чӑвашсен кӗвӗ фольклорӗпе, «Бабье лето» тата «Поклонение Земле и Предкам» хор концерчӗсем, т.ыт. кӗреҫҫӗ.

Мускавра «Хоры без сопровождения» ятлӑ ун ӗҫӗсен пуххине пичетленӗ (1990).


 
Категорисем: Васильев Александр Георгиевич

Тулли верси :: Статья каҫми