Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ванюшкасси ял историйӗ


Урамсем

Красноармейски енчен пырса кӗрсенех «Вӑрманкас урамӗ» пулать, унтан малалла кайнӑ май сылтӑмалла каяканни «Шур (Шурти) урамӗ» ятлӑ, малалла сылтӑмалла пӑрӑнса кӗмелли «Шалти урам» пур, утнӑҫемӗн ялти чи анлӑ «Кайри пӗве» урлӑ каҫсан, сулахай енче «Кайри урам» (Кайри картиш), сылтӑм еннелле — «Малти урам» (Малти картиш).

Хальхи вӑхӑтра урам ячӗсем, паллах, урӑхла янӑраҫҫӗ: Вӑрманкас урамӗ — Липовая, Шурти урам — Прудовая, Шалти урам — Луговая, Кайри тата Малти картиш — Знатная.

Хапхасем

Ял хапхисем урам ячӗсемпе ҫыхӑннӑ. Вӑрманкас урамне кӗме «Вӑрманкас хапхине» уҫса хупас пулать. Шурти урам вӗҫӗнче «Нива» кооперативӑн хуҫалӑх ҫурчӗсем патне тухса кӗмелли хапхасем пур. Пӗрне «Шурти хапха» тенӗ, тепри «Ферма хапхи».

«Кайри урама» (картише) кӗрсе тухмалли хапхана «Кайри» (хыҫалти хапха) тенӗ. Ялӑн ҫурҫӗр енӗ пулнӑ пирки каланӑ-ши?

«Малти урам» (картиш) хапхи ялӑн кӑнтӑр енче пулать. Вӑл «Малти хапха» ятлӑ. Ҫакӑнти хапхаран кӑна салтак каякансене ӗлӗк-авалтанах Трак, Ҫӗрпӳ станцийӗсене ӑсатнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх кӗтӗвӗсене те ҫак хапхаранах кӑлараҫҫӗ те, кӗртеҫҫӗ те. Ялтан тухсанах Малти Ҫырма хӗррипе йышлӑ кӗтӳ хӑваламалӑх анлӑ ҫул Шетмӗне ҫитичченех сарӑлса выртать.

Пӗвесем

Ялти икӗ ҫырма ҫинче икшер пӗве вырнаҫнӑ. Ял пуҫланса кайнӑ чух малтанхи пурӑнмалли, хуҫалӑх ҫурчӗсене тунипе пӗрлех пӗвесем те пӗвеленӗ. Улӑм витнӗ ҫуртсене пушартан хӳтӗлеме кирлӗ пулнӑ ӗнтӗ пуринчен малтан. Вӗсен пӗлтерӗшӗ халӗ те улшӑнман.

Пулнӑ ҫакӑн пек вӑхӑтсем те: кантӑр е курӑс (ҫӑка хуппи) хутнӑ пӗвесенче. Ун чух вара пулӑ та, урӑх чӗр-чунсем те пурнайман шывра. Хальхи вӑхӑтра ун пек ӗҫсене пӑрахӑҫланӑ. Пулӑ та ӗрчекелет.

Малти Ҫырман икӗ юппи ялта пуҫланса ял витӗрех юхса тухаҫҫӗ. Вӗсем ҫинче икшер пӗве. Вӑрманкас хапхи ҫывӑхӗнче Вӑрманкас пӗви вырнаҫнӑ, ҫырма юппи вӗҫнелле Карас пӗви пур. «Нива» хуҫалӑхӑн ҫурчӗсем, ҫамрӑк выльӑх ферми ҫывӑхӗнче пулнӑ пирки «ферма пӗви» тенӗ.

Ялти тепӗр ҫырма ҫинче те икӗ пӗве, ялӑн ҫурҫӗр енчи пӗвине «Кайри пӗве» тенӗ, кӑнтӑр енче пӗвеленине — «Малти пӗве». Юлашки ҫулсенче пӗвесене ялти пултаруллӑ, хастар ҫынсем пурне те тӗпрен юсанӑ.

Ҫырмасем

Ванюшкасси ялӗ Кӗҫӗн Шетмӗпе Ункӑ юханшывӗсем хушшинче тӳремрех лаптӑкра вырнаҫнӑ. Ванюшкасси ялӗнчех пуҫланакан тата ял ҫывӑхӗнчи ҫырмасем пурте Шетмӗ еннелле тулли шывпа юхаҫҫӗ ҫуркуннесенче, ҫулла вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫунӑ чух та. «Хивсе» ҫырми хӗрринче пӗчӗк ял пулнӑ, ҫӑл пури палли халӗ те пур, шывӗ те юхса тӑрать. Ванюшкассипе Чӑрӑшкасси (Ҫӗрпӳ районне кӗрет) ялӗсен хушшинчи чикӗре вырнаҫнӑ «Хивсе» ҫырми. Питӗ чӑнкӑ ахратсем пулса кайнӑччӗ, хальхи вӑхӑтра ҫеремленме, шӑтса ӳснӗ йывӑҫсемпе, вӗтлӗх тӗмӗсемпе витӗнсе юсанма пуҫланӑ пек туйӑнать. Ҫак ҫырма хӗрринче «Хивсе» ятлӑ пӗчӗк ял пулнӑ тетчӗҫ атте-апайсем, пирӗн ял пуҫланса кайнӑ чух «Хивсе» халӑхӗ те куҫнӑ кунта.

«Хивсе» сӑмахӑн пӗлтерӗшне пӗлекен ҫук халӗ.

«Малти Ҫырма». Ялӑн ҫурҫӗр енченех пуҫланакан икӗ ҫырма юпписем кӑнтӑралла юхса пӗрлешеҫҫӗ те вӑрманлӑ «Малти Ҫырма» пулса тӑраҫҫӗ ял тулашӗнче. Вӑл вара «Мӑн Ҫырмана» юхса кӗрет.

«Усрав Ҫырми». Шетмӗ юханшывӗн пысӑк мар, вӑрманлӑ юппи.

«Мӑн Ҫырма» — Пшонкӑпа Ванюшкасси хушшинче. Ял пуҫланнӑранпах ун урлӑ каҫса ҫӳресси пысӑк чӑрмав пулнӑ . Ҫуркуннесенче нимӗнле пӗве пуҫӗ те, каҫӑ та, кӗпер те чӑтман. Питӗ нумай шыв пуҫтарать вӑл ҫумӑрсем хыҫҫӑн та. Ҫырма тӗпне тӑваткал пысӑк пӑрӑхсем хурса таптаса хытарнӑ ҫул турӗҫ, ҫырман икӗ хӗррипе анлӑ дамбӑна пӗрлештерчӗҫ виҫӗ ҫул каялла. 150—200 ҫул каялла «Мӑн Ҫырма» хӗрринче те пӗчӗк ял пулнӑ. Халӑхӗ Ванюшкассипе Пшонкӑна куҫнӑ тесе калатчӗҫ. Ҫӑл вырӑнӗ халӗ те пур, шывӗ юхать.

Вӑрмансем (катасем, ращасем)

Ӑвӑслӑх (услӑх) ращи — ялпа юнашарах, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче, юман, ҫӑка, ӑвӑс, хурама, ҫӳҫе; вӗтлӗх йывӑҫсем — шӗшкӗ, пилеш, ҫӗмӗрт, шӑлан тата ытти те ӳсеҫҫӗ. 4 гектар йышӑнать.

Усрав кати, ялтан кӑнтӑр еннелле, Шетмӗ юппи пулакан кӗске Усрав ҫырминче, ҫырман икӗ енӗпе. Юман, ҫӑка, вӗрене, хурама, шӗшкӗ, пилеш, шӑлан ҫырли, вӑрман улми ӳсеҫҫӗ. 4 гектар ҫинче.

Малти ҫырма вӑрманӗн, тӗпӗнче те, хӗррисемпе те юман, ӑвӑс, ҫирӗк, хурама, йӗлме, пилеш, ҫӗмӗрт, йытӑ ҫӗмӗрчӗ, вӑрман панулми, шӑлан ҫырли, шӗшкӗ ӳссе ларнӑ. Пурӗ 8 гектар. Ҫот (Ҫут) вӑрманӗ. Ванюшкассипе Пшонкӑ хушшинче, Мӑн Ҫырман сылтӑм ҫыранӗпе пӗр ҫур ҫухрӑм сарлакӑш — 150—200 утӑм пулать пуль. Юман, ӑвӑс, ҫӑка, хурама, йӗлме, вӗрене, шӗшкӗ, пилеш, шӑлан, ҫӗмӗрт, ҫырма тӗпӗнче ҫирӗкпе хӑва ӳсеҫҫӗ. Вӑрман пан улми нумай пулнӑ 50-мӗш ҫулсенче. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче сортлӑ улмуҫҫисем сивӗпе хӑрнӑ пирки вӑрман пан улми те хисепре пулнӑ. 50—60-мӗш ҫулсенче лартнӑ улма-ҫырла сачӗ вӑрманпа юнашарах. Хурт-хӑмӑр хуҫалӑхӗн ҫурчӗсем те пур кунта, пыл хурчӗсене ҫуркунне иртерех нектар пуҫтарма америка вӗренин ращине те лартса ӳстернӗ. Ҫот вӑрманӗн лаптӑкӗ — 10—12 гектар.

Кӑмӑр кати. Красноармейскипе Ҫӗрпӳ районӗн (Шурҫырма ялӗ) чиккинче вырнаҫнӑ. Юман, ӑвӑс, ҫӑка, ҫӳҫе, вӗрене, шӗшкӗ, пилеш, шӑлан ӳсеҫҫӗ — 6 гектар. «Нива» хуҫалӑхӑн лаптӑкӗсем ҫине кӗмест.

Ҫӳремет вӑрманӗ. Пӗтӗмпех «Нива» хуҫалӑхӑн ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче вырнаҫнӑ. Кунта лартса ӳстернӗ йывӑҫсем те чылай пулӗ, юман, лӑсӑллӑ йывӑҫ лартнӑ. Ҫӳлелле ӳсме пулӑшакан вӗтлӗх йывӑҫ — акаци тата тополь те нумайччӗ. Ҫӑка, вӗрене, хурама, ҫӳҫе, йӗлме, шӗшкӗ, пилеш, ҫӗмӗрт тата ытти те пулӗ.100 гектар ҫинче.

Питӗ синкер, асаплӑ 1941—1945 ҫулсенче вӑй питти ҫынсем фронтра, хӗрарӑмсемпе ачасем тылра тӑшмана ҫӗнтерессишӗн пӗтӗм вӑя хунӑ. Ялти ҫынсен пӳрчӗсене ӑшӑтма та, апат пӗҫерме те вутӑ-шанкӑ кирлӗ. Хуралҫӑсем ҫирӗп сыхланӑ пулсан та, ҫак катасене (вӗсем пысӑк мар вӗт) тӗппипех касса йӑтса ҫунтарса пӗтернӗ.

Ҫӳремет вӑрманӗн ҫеҫ ытларах пайӗ сыхланса юлнӑ. Вӑрҫӑ пӗтни 67 ҫул; ҫав вӑхӑтра хунавран, вӑрӑран ҫӗнӗрен шӑтса ӳснӗ ращасем хӑй вӑхӑтӗнче тӗппипех пӗтнине ӑнланма та май ҫук. Вӑрман ӳснӗҫемӗн сайраланать, юлнӑ йывӑҫсем капмарланаҫҫӗ.

Кӗҫӗн Шетмӗ ҫыранӗсем ҫумӗнчи лаптӑксене лартнӑ юман, хыр, чӑрӑш, лиственница вӑрманӗсем те капмарланаҫҫӗ. Вӗсен лаптӑкӗ 20—25 гектар йышӑнать.

Киремет

Кунта чӳклемелли — ӗлӗкхи тӗн йӗркисене тумалли вырӑн пулнӑ. Шетмӗн сулахай енчи усрав вӑрманӗнчен инҫе мар. Православи тӗнне кӗртиччен чӑвашсем хӑйсен тӗнӗпе пурӑннӑ. Халӗ ӗлӗкхи тӗн пирки — «киремет», «ҫумӑр ҫуман чух ҫумӑр ыйтма кайнӑ» тенисӗр пуҫне — нимех те пӗлмеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле те, юнашарти мари халӑхӗ ӗлӗкхи тӗне пӑрахман иккен. Вуншар та ҫӗршер ҫул хушшинче чӑваш туррисене чӳк тунӑ — ырлӑх ыйтса парне панӑ. Ырлӑхне те, синкерлӗхне те панӑ пуль Турри…

Парнесем — апат-ҫимӗҫ, пир татӑкӗсем. Вӗсенчен тӗсӗ те юлман, паллах. Кӗмӗлпе пӑхӑр укҫасем тӑпра айӗнче ним улшӑнмасӑрах сыхланса выртаҫҫӗ. Пӑхӑр симӗсленет ҫиелтен. Ҫавӑ ҫеҫ. Суха тӑвакансем ҫулсерен тупкаланӑ 16—18-мӗш ӗмӗрсенчи укҫасене. Ванюшкассинче манса кайнӑ пулсан та, пӗтӗм тӗнче пӗлет иккен кунти киремет вырӑнне. Интернет ҫинче тупаҫҫӗ ӑна кунтан пиншер ҫухрӑмра пурӑнакансем. Укҫа шырамалли хатӗрсемпе килсе 10-шар пин пӑхӑр (ытларах), кӗмӗл укҫасем тупса каяҫҫӗ. Интернетран хӑтӑлса юлма ҫук тени тӗрӗсех пуль. Киремет вырӑнӗсене шута илекенсен ӗмӗчӗсенче те пулман ӗнтӗ хальхи самана.

Музейсен науки хаклама пултарнӑ пулсан ҫак мула? Инҫетри ҫынсем интересленни, хамӑр ялтан тухнӑ ҫынсем пӗлсе те юлманни тӗлӗнтерет.

Юпа ҫулӗ

Кӗҫӗн Шетмӗ юханшывӗ чикӗ туса панӑ, ун урлӑ каҫса ҫӳресе Йӳҫкасси, Крентейкасси, Хусакасси, Вутлан халӑхӗпе хутшӑнма лашапа е ҫуран ҫеҫ ҫӳренӗ хальхи тапхӑрччен. Пурте пӗр-пӗрне пӗлнӗ. Йӳҫкассипе пирӗн ял хушшинче ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ утма ҫул пулнӑ. ГЭСран Йӳҫкасси урлӑ килекен электричество линийӗн юписене пула «Юпа ҫулӗ» тенӗ те. Ку ҫулпа Именкасси шкулӗнче вӗренекен ачасем те, инҫе ҫула каякансем те Трак станцине утнӑ. Раҫҫейӗн, СССРӑн инҫетри кӗтесӗсенчи ҫарта службӑна пӗтерсен, ҫак ҫул тӑван яла ҫитерекенӗ пулнӑ.

Шетмӗ тӑрӑх вырӑнӑн-вырӑнӑн чӑнкӑ сӑртсем пур, темиҫе ҫӗр миллион каяллахи тӗрлӗ тӗслӗ сийӗн-сийӗн тулса пынӑ тинӗс тӗпне курма пулать. «Юпа ҫулӗ» Шетмӗ урлӑ каҫнӑ ҫӗрте «Шур Тӑм Шӑтӑкӗ» пур. Пысӑк пахалӑхлӑ пулнӑ пирки ӑна илме инҫетрен килнӗ тенине илтнӗ. Хамӑр ялсем кӑмака шуратнӑ тата чӳречен кантӑкӗпе рама хушшине сӗрме ҫилӗм тунӑ ҫак шур тӑмран.

В. Викторов,
«Ял пурнӑҫӗ», 2012


 
Категорисем: Ванюшкасси

Тулли верси :: Статья каҫми