Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Багров Матвей Иванович


Багров Матвей Иванович — вӗрентекен. 1874 ҫулта Мартынкасси (халь Элӗк районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Сӗнтӗрте (Муркаш районӗ) вилнӗ. Хаш ҫулта вилни паллӑ мар.

Пурнӑҫӗ

1894 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
Малтан Тивӗшри шкулта вӗрентнӗ. 1895-96 ҫулсенче Токшикри пуҫламӑш шкулта ӗҫленӗ. 1897 ҫултанпа 50 ҫул хушши Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта ачасене пӗлӳ панӑ.

Чыславӗсем

1940 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ верентекенӗ ята тивӗҫнӗ. 1939 ҫулта ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех темиҫе медале тивӗҫнӗ.

Вуламалли


 
Категорисем: Багров Матвей Иванович

Тулли верси :: Статья каҫми