Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ачалӑх (Николай Карай)


Ӗҫлеттерес тесе те мар,
Выҫсассӑн, ҫӑкӑр ыйтнӑран,
Мана анне ҫурла тытма
Вӗрентнӗ, эп вунна пуссан.

Ята ҫурла аври ҫине
Эп ҫырнӑччӗ хитре касса,
Уйра тупсан, Кам ҫурлине,
Такам та пӗлнӗ, вуласа.

Пӑхмастчӗҫ эс камне.
Ана Виҫсе паратчӗҫ — упален.
Выраттӑмччӗ, Хыҫри ҫынна
Хамран эп пур пӗр ирттермен.

Кашни пучах — ҫӑкӑр чӗлли,
Ҫакна эп пӗлнӗ пӗчӗкрен.
Пурне ҫине вырма палли
Ҫурла лартман пуль ахальтен.

Эп тунӑ сар кӗлтесенчен
Ҫавра ҫӗмел ӳссе ларсан,
Ҫут тӗнчере маншӑн, ӗнен,
Унран пахи нимскер пулман...

Ҫиме ларсан, ӗшеннине
Туяттӑмччӗ кӗлеткере.
Ачалӑха эп хӑш чухне
Куратӑп халь те тӗлӗкре.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми