Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Арккасси

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

АрккассиШупашкар районӗнчи ял. Шупашкартан 12 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 27 ҫухрӑмра ларать. Хальхи вӑхӑтра Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрет.

Ялта 6 урам: Чӑрӑшлӑх, Кӑкшӑм, Сад, Шкул, Кӑнтӑр урамӗсем тата Тӳр урам.

Тавралӑх

Ял хырлӑх хӗрринче ларнӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл вӑрманран 2-3 хырӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Юнашар Кӑкшӑм юханшыв юхать.

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

Хусан кӗпӗрнин Шуртан вулӑсне (Шупашкар уесӗ) кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар районне кӗрет.
Ял пуян пулнӑ — 12 ҫил арманӗ, 3 шыв арманӗ, 1 ҫӑм арманӗ тытнӑ.

Халӑх йышӗ

Чи малтанхи хут яла 1897 ҫулхи ҫыравра палӑртнӑ. Ун чухне ялта 234 ҫын пурӑннӑ.
1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 52 кил пулнӑ, 152 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта ҫынсен йышӗ 96 ҫына ҫитнӗ.

Хуҫалӑх

Яла газ кӗртнӗ.

Культура

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Арккасси

Тулли верси :: Статья каҫми