Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Аксарин
Аксарин (Ҫӑлпуҫ; выр. Аксарино) — Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ял. Вӑл Аксарин ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ шутланать. Шупашкара ҫити 62 км, район центрне ҫити — 29 км.
Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, Чӑваш плато ҫинче вырнаҫнӑ. Ку вырӑн лӑсӑллӑ-ҫулҫӑллӑ вӑрмансен зонине кӗрет. Аксарин Кинер юханшывӗ хӗрринче ларать. Абсолютлӑ ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 147 метр. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫити — 44 км.
Ялӑн историлле ячӗ — Кинеркасси. Ҫавӑн пекех Аксаринкасси (1927) ят та тӗл пулать. Яла XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Караклӑ ялӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ.
Ялта пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен вӗсем ясак тӳлекен хресченсен, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсен йышне кӗнӗ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесси, ҫавӑн пекех столяр тата токарь ӗҫӗ пулнӑ.
1902 ҫултанпа Аксарин ялӗнче пӗр класлӑ земство шкулӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Красная Этна» колхоз йӗркеленнӗ.
Административлӑ пайлану тӗлӗшпе ял XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Сӗве уесӗнчи Чакӑр вулӑсне тата Шупашкар уесӗнчи Покровски вулӑсне кӗнӗ. 1927—1939 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа — Сӗнтӗрвӑрри районӗнче. 1939—1959 ҫулсенче — Октябрьски районӗнче, 1959—1960 ҫулсенче — Куславкка районӗнче, 1962—1965 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ.
Ялти халӑх йышӗ улшӑнса пыни:
2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта пурӑнакансен 99 проценчӗ чӑвашсем чӑвашсем пулнӑ.
Ялта «Аксаринский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫлет. Шкул-ача пахчи, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗпе сбербанк уйрӑмӗ, виҫӗ лавкка пур.
Тулли верси :: Статья каҫми