Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: «Поэзи валли чун кирлӗ»
«Сӑвва ытларах савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра вулаҫҫӗ. Эпӗ вара ӑна ытларах ӑш-чик вырӑнта мар чухне вулатӑп, чунӑмри «тӗнче тунсӑхне» сирмешкӗн ҫыратӑп. Тепӗр чух пӗрер йӗрке ӑнӑҫлӑ ҫыратӑн та, шӑрӑх кун ҫӑл шывне сыпкӑм-сыпкӑм ӗҫнӗ пек, лӑштах пулатӑн, лӑпланатӑн. Тӗрӗсмарлӑхпа элек умӗнче те хӑвна вӑйлӑрах туятӑн вара. Ҫакӑнта мар-и поэзиин тӗп тӗллевӗ?!» — ҫапла шутлать чӑваш халӑх поэчӗ Николай Исмуков. Чун-чӗрене ыраттарса тасатса сиплемелли эмел вырӑнне йышӑнать вӑл поэзие. Тата мӗнле шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ-ши тӗлӗнмелле пулин те пӗр харӑс наукӑпа тата поэзипе туслӑ пурӑнаканскере? Кун пирки вӑл пире хӑй каласа пачӗ.
Йывӑр вӑхӑтра ҫуралнӑ, паллах. 1942 ҫул, вӑрҫӑ кӗрлет... Кӗнекесенче те, биографинче те ҫырнӑччӗ: аттерен пилӗк эрнере юлнӑ эпӗ. Атте, Аверкий Андрианович Исмуков, чунӗпе сиснӗ пуль вӑрҫӑран таврӑнаймасса. Анне каласа панине астӑватӑп: сӑпкаран илсе ҫӗклерӗ тет те вӑрҫа тухса каяс умӗн: «Эп сана текех кураймӑп ӗнтӗ, ывӑлӑм, эсӗ мана кураймӑн», — тесе сывпуллашрӗ тет...
Тӗрӗссипе каласан, ҫӑкӑр-тӑварсӑр, юр-варсӑр ӳснӗ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана сӗт кирлӗ пулнӑ та ӗнтӗ, анне хӑйӗн пурҫӑн кӗпине сутса качака тупса илнӗ. Качаки нумай та пурӑнаймасть тата. Крахмал завочӗ ҫумӗнчи лачакана лекет те самай шӑнать унта. Кӑмака умне сӑхманпа хупласа та вырттарнӑ ӑна, пурпӗр чӗрӗлеймен шӑнса пӑсӑлнӑскер.
Налук пуҫтарса ҫӳретчӗҫ тата. Чӑх тытатӑн-и, ҫук-и, сурӑххи пур-и е ҫук — патшалӑха ҫӑмарта, ҫӑм памаллаччӗ. Ача чухне тата мана мӗн тӗлӗнтеретчӗ: кашни кишӗр е купӑста йӑранӗ ҫинчен тӳле — налук.
Пирӗн енче мӗншӗн-ха улма йывӑҫҫисем ҫук тесе те тӗлӗнеттӗм. Кашни тӗпшӗн каллех тӳлемелле пулнӑ иккен. Куҫма тете тесе чӗнеттӗмӗр, унӑн пурччӗ темиҫе йывӑҫ. Хамӑрах ҫисе пӗтереттӗмӗр пуль пахчари панулмисене — пуҫ пӳрне пысӑкӑш чӑмӑртансанах эпир, шӑпӑрлансем, вӑрлама кӗреттӗмӗр Куҫма тетен пахчине.
Эпӗ ҫемьере чи кӗҫӗнни. Атте ман иккӗ авланнӑ пулнӑ. Малтанхи арӑмӗ чирлесе ҫӗре кӗнӗ, унран виҫӗ ача юлнӑ. Пӗри вун иккӗре чух ӑш чирӗпе чирлесе вилет. Тепӗр ывӑлӗ, Илюк ятлӑччӗ, вун саккӑрта чух ҫухалчӗ. Аппа сакӑр вун икӗ ҫулччен пурӑнчӗ, темиҫе ҫул каялла вилчӗ.
Анне Мария Ильинична Ҫӑл Атӑк хӗрӗ пулнӑ, аттепе пӗрлешсен икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Иван тете манран тӑватӑ ҫул аслӑрах. Нумай ҫул Первомайски больницинчи тӗп тухтӑр пулса ӗҫлерӗ. Халь тивӗҫлӗ канура.
Анне сакӑр вун ҫичче пурӑнса ҫитнӗччӗ. 1992 ҫулта пытартӑмӑр ӑна...
Вӑхӑчӗ ҫапла пулнӑ пуль ун чух: аннен, пуян ҫын хӗрӗ пулнӑскерӗн, суйлама май пулман пуль ҫемйи раскулачиванине лексен. Кукаҫи Шупашкар тӗрминче вилнӗ. Икӗ хӗрӗ, Ксенипе Марье, ялта чи сумлӑ та ӗҫченскерсем — ҫапла ҫука юлнӑ. Кукаҫи шыв арманӗ тытнӑ. Коллективизаци пуҫлансан арманне те, ҫуртне те сӳтсе илсе кайнӑ унӑнне. Мунчара пурӑнма пуҫласан мунчине те тытса илнӗ. Ӑҫта кайса кӗмелле? Виҫӗ ачаллине пӑхса тӑман ӗнтӗ вара Марье, аттене качча тухнӑ чух...
Ӑста платник-столяр пулнӑ ман кукаҫ. Ҫӗпӗрте пурӑнакансен килӗ-ҫурчӗсене йывӑҫран касса кӑларнӑ эрешсемпе тӗрлесе-илемлетсе мул пухнӑ. Унӑн ҫуртне илсе кайнӑ чух пӳрт тӑрринче пытарса хунӑ туприне тупаҫҫӗ пӑсакансем...
Шӑпа тени мӗнрен килет-ши вӑл? Тӗлӗнмелле пулин те, кукаҫа ҫаратакансем пӳкле вилӗмпе тӗл пулаҫҫӗ. Пӗри мул пайланӑ чух ҫапӑҫса вилет. Тепри кукаҫӑн шыв арманне хута янӑ чухне хӗсӗнет. Виҫҫӗмӗшӗ чиркӳ чанне антарса пӑрахнӑ чух ӳкет. Теприне тата хӑйӗн йытти ҫисе янӑ теҫҫӗ... Мӗнле асамлӑ вӑй усала каялла тавӑрса ҫитереет-ши чунсӑр ҫынсене? ҫынна ырӑ сунмалла. Усал усалпа ҫаврӑнса килет.
Тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсен кӗнеки кӑлартӑм. Рубаи тетпӗр вӗсене. Литература енӗпе патшалӑх премине тивӗҫрӗм уншӑн. Пирӗн аслӑ поэтӑмӑрсенчен вӗренмелли нумай. Анчах пӗр япаланах темиҫе хут калани ҫынна ватӑлтарать. Кашни хӑйӗн ҫулӗ пулмалла. Юлашки вӑхӑтра поэзи философи еннелле туртӑнни палӑрать. Тӗнче ӑс-хакӑлӗн юхӑмне хирӗҫ каяймӑн, анчах кашни халӑхӑн хӑйне евӗр философийӗ. Ӑна поэзи ҫунаттисем ҫине лартса вӑй ҫитнӗ таран тӳпене ҫӗклесси — пирӗн тивӗҫ. Сӑвӑсенче шухӑшӗ те, туйӑмӗ те виҫеллӗ пулмалла. Картран тухсан поэзи пӗтет. Ӑҫта вӗсен шайлаштӑрӑвӗ? Писменӗ — поэт чунӗ.
Философиллӗ поэзине аталанма Чӑваш ҫӗршывӗ ӑнӑҫлӑ ҫӗре, Анӑҫпа Тухӑҫ культурин чиккине, вырнаҫнӑ. Анӑҫ — шухӑш, Тухӑҫ — ӳкерчӗк. Анӑҫ — уйрӑмлӑх, Тухӑҫ — пӗрлешӳлӗх. Вӗсен пахалӑхӗсене сиплештерсе каласа пама рубаи капашӗ шӑпах вырӑнлӑ пек туйӑнатъ мана. Ку меслетпе чӑваш сӑвӑҫисем усӑ курман мар. Рубаи — сӑвӑрса кӑларнӑ ҫаврӑм шухӑш, поэзи картне лартнӑ чӑваш сӑмахлӑхӗ, халӑхӑмӑрӑн кӑмӑл-сипечӗ. Турри панӑ чухлӗ пултарулӑхӑмпа хайларӑм «Тӑват йӗркене». Ырлакансем те пулчӗҫ, кӗӗҫекенсем те. Ура хурса пыракансене тав сӑмахӗ каламалла, чӑннипе, вӗсем тата ытларах вӑй хурса ӗҫлеме хӗтӗртеҫҫӗ. Тӑхӑмсен асӑнчӗ ырӑ ӗҫпе юласчӗ. Ламран лама ҫапла пытӑрччӗ. Тен, пурнӑҫ тупсӑмӗ те ҫакӑнта...
Чӑвашӑн ӑслӑлӑх ҫупҫинче мӗнле кӑна пахалӑх упранмасть пулӗ: литературӑпа критика тишкерӗвӗсем, чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ ӗҫсем, историпе экономика тӗпчевӗсем... Анчах ятарлӑ литературӑра паян кунччен те чӑваш халӑхӗн философине тӗпчесе ҫырнӑ наукӑлла статьясем курӑнмаҫҫӗ. Ӑс-хакӑл тӗнчине мифологи шайӗнче пӑхса тухнипех ҫырлахатпӑр. Хӑшӗ-пӗри тата философире наци хӑйне евӗрлӗхӗ пулма пултарнине йышӑнмасть ҫеҫ мар, хирӗҫлет те. Ӗлӗкхи грексен, нимӗҫсен, французсен, вырӑссен философийӗ пур пулсан пирӗн мӗншӗн пулмалла мар? Пилӗк монографи хатӗрлерӗм, уйрӑм кӗнекесемпе Мускавра та пичетлесе кӑлартӑм темиҫешне. Вӗсенче эпӗ матери, куҫӑм, пространство, вӑхӑт тата вӗсен татса татӑлми ҫыхӑнӑвне чӑваш хӑй евӗр ӑнланнине, ҫав ӑнлавсене категори шайне ҫӗклеме пултарнине уйрӑм тӗслӗхсемпе ӗнентерме тӑрӑшатӑп.
Поэзире ман вӗренекенсем ҫук пулӗ. Философире вара эпӗ ертсе пынипе тӑватӑ ҫын философи наукисен докторӗ, икӗ ҫын философи наукисен кандидачӗ пулайнӑшӑн савӑнатӑп. Эппин, ахальтен мар профессор ятне илнӗ тесе сӑвӑ ҫеҫ ҫырса пурӑнма хатӗр чунӑма лӑплантаратӑп. «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫни те питӗ яваплӑ. Исмук йӑхӗнчен ватти те, вӗтти те пӗлекен Митта Ваҫлейӗ тухнӑ. Исмукран ик еннелле кайнӑ эпир Василий Егоровичпа йӑх тымарне пӑхас пулсан. Сӑмах май каласан, йӑхра тата икӗ Ваҫлей пур. Василий Егорович вӗсенчен вӑтамми. Миттасенчен нумайӑшӗ пултаруллӑ пулнӑ, сӑвӑ-калав ҫырнӑ, куҫарусемпе ӗҫленӗ...
Манӑн пултарулӑха, «Ахӑрсамана» сӑвӑллӑ трагеди тухнӑ хыҫҫӑн пушшех те, Василий Егоровичӑн пултарулӑхӗпе танлаштарни те пулнӑ. Митта Ваҫлейӗн икӗ томпа тухнӑ ҫырнисен пуххин ум сӑмахӗнче Георгий Юмарт ҫапла каланӑччӗ: «Митта шайӗнче ҫыракан ҫын пирӗн ҫук. Унӑн «Тайӑр» поэми пек вӑйлӑ произведени тупаймӑн. Исмуковӑн «Ахӑрсамани» те ҫитеймест ӑна...» Хветӗр Агиверпа пӗррехинче калаҫрӑмӑр. «Санӑн «Митта» поэма пур, ҫавӑнпа танлаштарасчӗ хуть. Сӑвӑллӑ трагедине мӗншӗн вӑл поэмӑпа юнашар тӑратмалла? Тепӗр енчен пӑхсан, Митта пек ҫырайсан икӗ Митта пулатчӗ-и? Пӗр пек пулни мӗн тума кирлӗ?» — терӗ ҫыравҫӑ.
Митта вӑл — Митта, ун пекки текех ҫук. Вӗресе тӑракан пурнӑҫ варринче тӑнӑскер хӑрушӑ элек тӳссе курнӑ, ҫапах чӗрине чулланма паман. Унра — сӑпайлӑх, лӑпкӑлӑх, ҫынлӑх, чунлӑх. Пӗр сӑмахпа каласан — митталӑх. Митта сӑввисем ахальтен мар чуна пырса тивеҫҫӗ... Паллах, унӑн витӗмӗ пур ман пултарулӑхра, ун тунсӑхӗ, чунлӑхӗ...
Митта Ваҫлейне эпӗ пӗтӗмпе те икӗ хут курнӑ хам пурнӑҫӑмра. Пӗррехинче хамӑр килте, Василий Егорович Ҫӗпӗртен таврӑнсан, тепринче — ӑна пытарас умӗн.
Пулас тӑхӑмсенчен хӑшӗ те пулин пиртен ирттерекен сӑвӑҫ пулайсан тем пек савӑнӑттӑм — юнра пурри хӑҫан та пулин палӑратех пуль-ха тесе шанатӑп. Николай ывӑлӑм ӑнӑҫлӑ тухтӑр, ӑна хамӑр ҫӗршывра ҫеҫ мар, Германире те пӗлеҫҫӗ. Хӗрӗм экономист пулса тӑчӗ. Мӑнуксем те литература енӗпе каймарӗҫ: Гриша техника енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн аспирантурӑра вӗренет халь, Егор та техникӑна юратать. Ҫыракан ҫук. Пит шанаттӑм та вӗт мӑнуксем ман йӗрпе каясса... Вӗсен ачисем, тен, пирӗн ӗҫе малалла тӑсӗҫ...
Ялта ӳснӗ ҫын ҫут ҫанталӑк ҫине урӑх куҫпа пӑхать, ҫӑкӑр хакне туять, ҫын ӗҫне хаклама пӗлет, перекетлӗхӗ пур. Ҫак таранччен те сӗтел ҫинчи тӗпренчӗксене шӑлса илсе ҫӳп-ҫап витрине пӑрахма ал ҫӗкленмест, ҫылӑх пек туйӑнать... Чӑн тӗрӗссипе, вунӑ класс пӗтериччен те тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе курман та-ха. Пурте колхозра ӗҫленӗ хамӑр. Буфетра икӗ татӑк ҫӑкӑр илмелӗх укҫа парса яратчӗ анне. Шкула ҫав ҫӑкӑршӑнах каяс килетчӗ, йӗркеллех вӗреннӗ пулсан та.
Шкулта стена хаҫачӗ кӑларакансен шутӗнчеччӗ эпӗ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем те хутшӑнатчӗҫ ку ӗҫе. Ман ӳкерчӗксем лайӑх пулатчӗҫ, МТС директорӗн ачи Эдик та аван ӳкеретчӗ. Ҫичӗ класс хыҫҫӑн ӳнер училищине кайрӑмӑр унпа иксӗмӗр. Мана илмӗҫ училищӗне. Пӗрремӗш хут батон ҫисе курнӑччӗ ун чух. Малтанхи кунсенчех ҫав тери килшӗн тунсӑхлаттӑм, йӗреттӗм. Хура кӗркунне улма кӑларма ячӗҫ пирӗн ушкӑна. Ун чух кая юлса кӑларатчӗҫ ҫӗр улмине — сивӗччӗ, урасем шӑнатчӗҫ. Эп чи кӗҫӗнни тата. Пурте кӗрнеклӗрех, каччисем ҫара кайса килнӗ, вырӑсла та лайӑх калаҫатчӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта чакаланаттӑмӑр. Ҫавӑнтан тарса килтӗм тӑван яла. Документсене те илсе килмен хам... Хамӑр шкултах саккӑрмӗш класа кайрӑм вара.
Ӳкерес иленӳ ӗмӗр тӑршшӗпех пычӗ, темиҫе ҫул каялла курав та йӗркеленӗччӗ. Портрет жанрӗнче пит маҫтӑрах мар эпӗ, пейзаж ӳкерме юрататӑп. Селиванкинӑри ҫуртра упранаҫҫӗ ӗҫсем. Халь ӳкерес кӑмӑл питех ҫук, вӑхӑтӗ те ҫитмест.
Шкулта чухнех ман алла философи словарӗ лекнӗччӗ. Ку япала ҫапла пулса тухнӑччӗ. Пиртен икӗ ҫурт урлӑ Макаров Василий Тимофеевич пурӑнатчӗ, ҫав тери вӑйлӑ бухгалтерччӗ вӑл. Кӗнекесем нумайччӗ унӑн, пураласа тунӑ кӗлетре упратчӗ кивӗреххисене. Эпир, ачапча, картиш енчен пура айӗнчен пӑралук чиксе ярса туртса кӑлараттӑмӑр мӗн ҫакланнине пула тытнӑ пек. Шут ӗҫӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем лекетчӗҫ ытларах. Пӗррехинче «Философи словарӗ» вырӑсла кӗнеке тупӑнчӗ. Ӑна текех ниҫта та хӑвармастӑм — кӗлте турттарнӑ чухне те словарӗ вулаттӑм.
Астрономи, физика предмечӗсене юратса вӗренеттӗм. Вуннӑмӗш класра философи факультечӗсем ӑҫта пуррине ыйтса пӗлнӗччӗ: Мускавра, Ленинградра, Свердловскра. Дон-ҫи-Ростов хулинче тепӗр вунӑ ҫултан тин уҫнӑччӗ. Карттӑ ҫине пӑхрӑм та пуйӑс ҫинчен пуйӑс ҫине куҫмасӑр ҫитме май пур хулана суйласа илтӗм — Свердловска Канаш урлӑ икӗ талӑка яхӑн каймаллаччӗ. Кайран нумай ҫӳренӗ ӗнтӗ каллӗ-маллӗ...
Свердловскра университета мар, физкультура техникумне вӗренме кӗтӗм. Ачаранах спортпа туслӑ пулнӑ та, йӗлтӗрпе чупас енӗпе, шывра ишессипе тата ҫӳле сикессипе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑччӗ. Ачапча чух ишме юратнӑ пулӑшнӑ. Пур мелпе те пӗлетӗп теме пулать: брасс, кроль, баттерфляй...
Философи ҫинчен ӗмӗтӗме манман, каярах пурпӗр малалла вӗрентӗм. Халӑхра стереотип пур: нумай сӑмах юптаракан ҫынна йӗкӗлтерех те пуль «вӑт философ!» теме пултараҫҫӗ. Чӑн-чӑн философ вӑл сахал сӑмахлӑ, унӑн хӑйӗн академиллӗ дисциплина. Чӑннипех интересленет пулсан ку наукӑпа, пустуй шыв юхтарса лармасть калаҫура.
Пиллӗкмӗш класранах астӑватӑп ӑна. Саккӑрмӗшӗнче ӑшӑрах куҫпа пӑхма пуҫланӑ ырӑ кӑмӑллӑ та чипер хӗр ача ҫине. Ҫырма урлӑ пурӑнатчӗ вӗсен ҫемйи. Мария Прокопьевна — медицина сестри. Нихӑҫан та ӳкӗнмен эпӗ унпа пурнӑҫ ҫулне пӗрлештернӗшӗн. Питӗ маттур арӑм ман, ӑслӑ-тӑнлӑ, илемлӗ, ытлашши калаҫмасть. Ватӑлма та пӗлмест вӑл ман — ҫамрӑк чухнехи пекех чипер. Ҫемье валли ҫуралнӑ хӗрарӑм вӑл. Ачасене те тӗрӗс ӳстертӗмӗр пӗрле, Турра шӗкӗр. Вӗсен утӑмӗсемшӗн намӑсланни, тарӑхни пулман пирӗн. Пӗр-пӗрне шанни, ӗненни пурри паха.
Мана пурнӑҫра ӑннӑ темелле. Пӗрремӗш вулаканӑм-итлекенӗм — арӑм. Чӗлхе туйӑмӗ пур унӑн, чун-чӗрипе ӑнланать поэзие. Эпӗ сӑвӑ вуланине юратать. «Сан сӑввусене сан пек лайӑх вулакан ҫук», — тет радиопа е телевиденипе илтсен.
Мария Прокопьевна поэт-писательсене питӗ хисеплет. Давыдов-Анатрипе туслӑччӗ эпир. Ҫемьесемпе Кӑкшӑмра пӗрле канаттӑмӑр... Кану ҫуртӗнче питӗ кӑмӑллӑ ҫырӑнатчӗ. Ирхи апат хыҫҫӑнах вӑрмана тухса каяттӑм хутпа кӑранташ кӗсьене чиксе. «Ахӑрсамана» шӑпах Кӑкшӑмра ҫырӑнчӗ ман — тунката ҫинче ларсах...
Ку йӗркесене эп шкулта вӗреннӗ ҫулсенче ҫырса пынӑ тетрадьре асӑрхарӑм. Юрать, ниҫта та пичетлемеҫҫӗ тесе алла усман ҫамрӑк чух. Район хаҫатне ярса параттӑм — малтан темиҫешне лартса ячӗҫ те тӗк кӑлармарӗҫ. Нумай ҫул иртсен тин пӗлтӗм сӑлтавне — ун чухнехи хаҫат редакторӗ шкул ачи лайӑх шайра сӑвӑ ҫырма пултараймасть, Исмук Миккулӗ таҫтан йӑкӑртать пулмалла тесе каланӑ тет. Чӑваш поэчӗсене вулама вӑхӑчӗ пулман ӗнтӗ парти ҫыннин...
Чӑваш литературинче хӑйне евӗр ахӑрсамана пырать халь — сӑвӑ-калав ҫырса ҫеҫ пурӑнаймастӑн. Ҫемьене тӑрантарма пултаракан професси те кирлӗ. Философи маншӑн шӑпах ҫакӑн пек професси. Философи — абстракцилле категори шайӗнчи ӑс-хакӑл. Ӑна пӗтӗм чунпа юратаймастӑн. Поэзи валли вара чи малтан чун кирлӗ. Ҫав тери ӑслӑ ҫырсан ҫынсем ӑнланмаҫҫӗ. Чун ҫинчен манса кайса ҫырсан — вуламаҫҫӗ, йышӑнмаҫҫӗ.
Поэт халӑх пӗлмесен япӑх. Халӑхӑн паллашмалла сӑвӑҫсен ӗҫӗпе. Ҫав вӑхӑтрах сан поэзине ӑста поэтсем йышӑнмасан та йывӑр. Халӑх та юраттӑр, ӑста поэтсем те хисеплесе хаклаччӑр. Тепӗр тесен, вӑхӑт хӑех вырӑна лартать — тивӗҫсӗр манӑҫнӑ поэтсем те пур пирӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗнер ҫеҫ кӑшкӑрашса ҫӳренӗ поэтсем ҫухалса пыраҫҫӗ. Те ҫыраймаҫҫӗ, те хевти пӗтнӗ, те шалта мӗн пуррине ҫырса пӗтернӗ те тек ним те ҫук. Хӑйсем ҫинче «Творческий импотент» тесе калакансем те пур.
Ман хевте пӗтмен. Ку вӑл тем пысӑкӑш телей. Темиҫе йӗрке ӑнӑҫлӑ ҫырӑнать те темиҫе кун хӑпартланса ҫӳретӗн.
Аннем нихҫан та хистесе «ҫав профессине суйла» тени пулман, вӑл хӑйӗн ачисене ӑнланма тӑрӑшнӑ, вӗсене ӗненнӗ. Эпӗ Свердловска тухса каяс умӗн шӑпах сысна ҫӑвӑрланӑччӗ. Анне икӗ ҫурине кайса сутрӗ ҫул укҫи тупма. Вӑл пире яланах сӑмахпа та пулин пулӑшса пынӑ. Каярах вара хаҫат-журналта ман сӑвӑсем тухсан вӗсене ҫатӑркапа хупласа стена ҫине вырнаҫтаратчӗ...
Чӑваш поэзине питӗ пысӑк вырӑна хурса хаклатӑп. Мӗншӗн тесен французсен акӑлчансен поэзине аван пӗлетӗп. Китайӑн питӗ хӑйне евӗрлӗ поэзи. Чӑваш поэзийӗ тӗнче поэзийӗнчен кая мар. Чи малтан шухӑшне пӑхатӑн, паллах. Кӗтмен танлаштарусем пур пирӗн... Константин Иванов ирӗклӗ, чӑн чӑвашла, чӗлхене хӗсӗрлемесӗр ҫырнӑ. Ҫеҫпӗлӗн хӗрӳлӗхӗ тыткӑна илет. Унӑн витӗмӗ пур поэтра та пур пуль тесе шутлатӑп. Мана Миттапа Айхин малтанхи пултарулӑхӗ витӗм кӳнӗ — тӑварлӑ шыв пек сӑрхӑнса кӗнӗ ман чуна вӗсен поэзийӗ.
Айташ, Сементер, Лукин... Пӗр ӑруран нумай хушамат ҫунатланнӑччӗ — халь питех курӑнмаҫҫӗ ҫӗнӗ ятсем. Паян кӑшт йӑвашланса пыратпӑр пек туйӑнать. Ҫапах хӑйне евӗрлӗ шухӑшӗсемпе, чӗлхипе ыттисенчен уйрӑм тӑракан ҫыравҫӑсем пурри савӑнтарать. Нумайӑшӗн пултарулӑхне хӑйсене ҫывӑх пӗлнӗ пирки объективлӑ хаклама ансат мар. Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле тенӗ пек, кашни ҫыннӑн хӑйӗн ҫитменлӗхӗ, ҫылӑхсӑр ҫын ҫук тӗнчере. Улӑхра мӗн чухлӗ чечек! Чӗпӗтекех пиҫенпӗ ытти ҫумкурӑк та пур. Пӗр-пӗринпе пӗр пек марри пуянлатать те ӗнтӗ поэзие.
Николай Аверкиевич Исмуков 1942 ҫулхи мартӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енри Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Свердловскри физкультура техникумӗнчен, Уралти патшалӑх университетӗнчен (1967), Мускаври педагогика институчӗн аспирантурипе (1980) докторантуринчен (1994) вӗренсе тухнӑ. Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ шкулӗнче, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче истори, физика, астрономи, физкультура урокӗсене ертсе пынӑ. 1993 ҫултанпа Шупашкарти коопераци институтӗнче вӑй хурать, хальхи вӑхӑтра — факультет деканӗ.
Вун виҫӗ кӗнеке авторӗ. Сӑввисене чӑвашларан хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх чӗлхине тата итальянла, французла, акӑлчанла, полякла куҫарнӑ. «Ахӑрсамана» сӑвӑллӑ трагеди уйрӑмах паллӑ произведени. Вӑл наукӑра та палӑрнӑ ҫын. Философи категорийӗ, синергетика, наци культури тата ытти ыйтусемпе пилӗк монографи, 110 ытла статья ҫырнӑ. Философи наукисен докторӗ, профессор, РФ профессилле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри социаллӑ наукӑсен академийӗн академикӗ. ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ (1996). 1998 ҫулта литература тата искусство енӗпе Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2008 ҫулта «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Митта Ваҫлейӗ тата Трубина Марфи ячӗллӗ премисен лауреачӗ.
«Сувар», 2014.05.23, 20(1062) №, 5,7 стр.
Пичете Надежда ОСИПОВА хатӗрленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми