Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: «Никӗс хывсах качча кайнӑ»


Чылай ялта ҫакӑн пек йӑла пур. Уйрӑмах ҫуллахи кунсенче асӑрхама пулать ӑна. Кил хуҫи арӑмӗсем кӑнтӑрлаччен тем тума та ӗлкӗреҫҫӗ: ирех тӑрса ӗнине сӑваҫҫӗ, кӗтӳ ӑсатаҫҫӗ, кайӑк-кӗшӗке тӑрантараҫҫӗ, пӑрушне ҫерем ҫине кайса вӗренлеҫҫӗ, сысна усраҫҫӗ пулсан ун валли лаҫра апат пӗҫереҫҫӗ, пахчана тухса йарансене ҫум курӑкран тасатаҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ кӑнтӑрла та иртсе пырать, сывлӑш ҫавӑрса яма, канса илме кӑшт вӑхӑт та тупӑнать. Кун пек чухне эпир кампа та пулин калаҫса илме кӑмӑллатпӑр, урама тухса пӑхкалатпӑр.
Пӗр касри хӗрарӑмсем пӗрене купи ҫинче вырӑн тупнӑ та хӗрсе кайсах темӗн сӳтсе яваҫҫӗ, тута-ҫӑвар «гимнастики» тӑваҫҫӗ, пӗрне пӳле-пӳлех калаҫаҫҫӗ.
Акӑ хӗрарӑмсен ушкӑнӗ умӗнчен ҫӗнӗ кин ырӑ сунса иртсе каять.
— Ҫӗнӗ кин текенскер урама, ҫын ҫине тухма та вӑтанмасть-ши? Качча килни ытла нумаях та мар, хырӑмӗ вара, асӑрхарӑр пулӗ, мӗнле хӑпарса тухнӑ, — тет чараксӑр чӗлхеллӗскер.
— Мӗн, халӗччен нимӗн те илтмен пек калаҫса ларатӑн. Паян ӗлӗкхи мар, вӑтанасси тахҫанах манӑҫа тухнӑ. Ҫамрӑксем пӗрлешичченех хӑйсен туйӑмне чараймасӑр туйчченех юрату ҫимӗҫне тутанаҫҫӗ, никӗсне хывсах туй тӑваҫҫӗ, — тет тепри ӑна пӳлсе.
Ӗлӗк хӗрлех улталанса хӑйӗн чысне ҫухатнӑ пикене ялта «йывӑр ҫын пулса», «хырӑм йӑтса», «хӗрӗх чӗрнеллӗ кин пулса», «пӑрҫине шӳтерсе качча тухрӗ» тенӗ. Халӗ «никӗсне хывсах качча кайнӑскер» теҫҫӗ. Ҫапла вара пирӗн калаҫӑва ҫӗнӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ «никӗс хывсах качча кайнӑ» теесси йӑлана кӗчӗ.

Роман Чепунов,
«Хыпар»,2011,4-5№ (25659-25660)


 
Категорисем: Мӗншӗн ҫапла калатпӑр

Тулли верси :: Статья каҫми