Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Aleksin усӑ курaкан дневникӗ

Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

  06.05.2019 12:17 | 37864 хут пӑхнӑ

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ.

Малалла...

 

Ҫакӑ-и илемлӗ литература?

  04.04.2019 18:52 | 27362 хут пӑхнӑ

Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.

«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать.

Малалла...

 

Кинооператор — тӗлӗнмелле професси

  13.09.2018 11:01 | 6937 хут пӑхнӑ

image

Юрий Плющев кинооператор тата фотохуджник ҫинчен Минск хулинче пурӑнакан Дмитрий Михелев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ пӗр вунӑ ҫул каяллах ҫапла каласа панӑччӗ: «Беларусьфильмри» чӑваш юлташлӑхне кӗрет вӑл, сахал мар документлӑ тата илемлӗ фильм ӳкернӗ. Елчӗкре ҫуралнӑ, Шупашкарта ҫитӗннӗ, Николай Никитин чӑваш ҫыравҫин ывӑлӗ...» Анчах ун ҫинчен ҫийӗнчех ҫырса кӑтартасси пулмарӗ: Мускава, Раҫҫей ҫинчен ют ҫӗршыв ҫыннисене каласа паракан студие, чӗнсе илнӗ иккен ӑна, хӑҫан таврӑнассине каласа хӑварман.

Малалла...

 

Вӑрҫӑ умӗнхи Шупашкар

  19.03.2017 15:36 | 4297 хут пӑхнӑ

Дюис Ивлев, математик, профессор

Асаилӳ

Ехрем хуҫа ҫуртне хирӗҫ, Карл Маркс тата Володарский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, тӑватӑ хутлӑ «профессура ҫурчӗ» сарӑлса ларатчӗ. Ҫак ҫуртӑн 17-мӗш хваттерӗнче пурӑнаттӑмӑр эпир. Чӳречерен пӗр енне пӑхсан Атӑл курӑнатчӗ, тепӗр енчен — Будайка ялӗ, вӑл ытла та аякра ларнӑ пек туйӑнатчӗ. Хальхи «Электротавары» магазин пирӗн куҫ умӗнче ҫӗкленчӗ. Вӑрҫӑ умӗн ҫакӑнта иртрӗ манӑн ачалӑх.

Тӗпрен илсен кунта педагогика тата ял хуҫалӑх институтӗнче ӗҫлекенсем пурӑнатчӗҫ.

Малалла...

 

«Ӑраскала» кам пуҫласа янӑ?

  02.03.2017 09:17 | 6089 хут пӑхнӑ

Чӑвашрадио хушӑран хушӑ, уйрӑмах телевиденипе радио юбилейӗсем умӗн, янкӑс саслӑ пӗр хӗрарӑма сӑмах парать. Эх, ҫаптарать ҫакскер, хӑлхуна тӑратса тӗлӗнсе кӑна лар! Вӑл хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе тата тӑкӑнса тӑракан таланчӗпе тӗлӗнтерет: спектакльсемпе концертсем нумай ӳкерсе кӑтартнӑ иккен, тележурналистикӑра ҫӗнӗ жанрсем никӗсленӗ, радиофестивальсемпе ялтан яла ҫӳренӗ, ҫамрӑксен юратнӑ передачине, «Ӑраскала», пуҫарса янӑ тата ытти те.

Эпир мӗн ачаран ҫакна ӗненсе ӳснӗ: пирӗн телевиденипе радио тӗнчере чи лайӑххи, вӑл тӗрӗссине кӑна калать тата кӑтартать.

Малалла...

 

Троцкий Сӗвепе Тӗрлемесе килсен

  17.02.2017 11:33 | 6547 хут пӑхнӑ

Судьба революции решалась под Свияжском. Октябрьская победа революции далась легко. Стихийный напор ослабел.

Л.Д. Троцкий.

 

Пӗлтӗр Тутарстана кӗрекен Сӗве хулинче Граждан вӑрҫин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта Хӗрлӗ Ҫара туса хуракана тата ӑна чи йывӑр вӑхӑтра ертсе пынӑ Л.Д. Троцкие халалланӑ экспонатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗсен наркомӗн гипсран тунӑ кӳлепине, ун биографийӗпе кӗнекисене, хӑй аллипе 1918 ҫулта ҫырнӑ Ҫар присягине (1991 ҫулта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре халӗ те усӑ кураҫҫӗ) ятарлӑ зала вырнаҫтарса лартнӑ.

Малалла...

 

Ҫӑра юнлӑ чӑвашсем

  25.01.2017 10:43 | 8208 хут пӑхнӑ

2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ – врач-генетик. Ун чухне вӑл Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен.

Малалла...

 

Тани Юн — шухӑ юланутҫӑ

  28.12.2016 21:51 | 7220 хут пӑхнӑ

«Илемлӗ фильмсенче лайӑх сӑнар калӑплама ҫутҫанталӑк панӑ пултарулӑх ҫителӗксӗр. Артистӑн халӑх пурнӑҫне аван пӗлмелле, тӗнче культуринче мӗн пулса иртнине сӑнаса пымалла». Ҫапла шухӑш патне пырса тухать чӑвашсен пӗрремӗш киноартистки Тани Юн хӑйӗн асаилӗвӗнче («Иртнӗ Кунсем-ҫулсемӗ Ш., 2013»).

...«Чӑвашкино» фильмӗсенче ӳкерӗннӗ чухне вӑл самай шухӑ юланутҫӑ пулнине малтан никамах та пӗлмен.

 

«...Пӗрре ҫапла туй сыпӑкне ӳкеретпӗр, — вулатпӑр «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекере (Шупашкар, 2013).

Малалла...

 

Пире Ухсай ятлакалатчӗ...

  12.12.2016 11:35 | 6445 хут пӑхнӑ

Сӑнӳкерчӗк аса илтерчӗ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче Чӑваш телевиденийӗн фончӗ валли тесе сасӑллӑ очерксем тӑтӑшах ӳкеретчӗҫ. Вӗсен геройӗсем пулма ытларах чухне паллӑ ҫыравҫӑсене, артистсене, композиторсене суйласа илеттӗмӗр. Ҫав тапхӑрта А. Кӑлкан, А. Ургалкин, В. Родионов, Г. Хирбю, Ф. Васильев, И. Вдовина, В. Кузьмина тата ыттисен пултарулӑхӗ пирки киноочерксем кӑтартрӑмӑр. Я. Ухсай поэт вара телевидени «хисепне» темиҫе хутчен те тивӗҫрӗ. Ҫӗнӗ хыпарсемпе литература передачисем валли те Ухсая пайтах ӳкернӗ.

Малалла...

 

Ҫыравҫӑсен тимсӗрлӗхӗ выговортан хӑтарчӗ

  06.12.2016 20:38 | 5528 хут пӑхнӑ

Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ.

Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ.

Малалла...

 
Страницӑсем: [1], 2
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...