Эпĕ — çĕр çынни
Савнă уйăм-хирĕм,
Куç тулли тавралăх,
Ăшă тĕтре карнă улăх та çаран! —
Çакă манăн килĕм,
Çакăнта ачалăх
Сарă лĕпĕш евĕр вĕçсе иртрĕ ман.
Çитрĕ кĕтнĕ ĕмĕт:
Эпĕ халь — сунарçă;
Чуна халалларăм ака-сухана.
Шап-шурах ав çĕмĕрт,
Пăсланать хура çĕр,
Çăкăр шăрши çапнă пĕтĕм таврана.
Хир тăрăх пыратăп,
Вăранман-ха ялăм,
Кĕр кĕрлет хăватлăн трактор — çĕр лаша.
Касă хыççăн касă
Юлать ярăм-ярăм
Хура шăрçа евĕр çутă та таса.
Йăл кулать-и сывлăм,
Çиçĕм ялтăрать-и —
Тепĕр хут курасшăн кăшкăратăп бис.
Чечеклен, Çĕршывăм!
Эпĕ саншăн мар-и
Тăрăшса ĕçлетĕп, эсĕ савна сис.
Шухăшсем
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...
Питĕ килĕшрĕ ...